Республикăри хăшпĕр округсенчи пекех, пирĕн муниципалитетри ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те иртнĕ эрнере тĕштырăсене вырса пухма тытăнчĕç. Пурте уяр çанталăкăн кашни кунĕпе туллин усă курса юласшăн.
Вырмана чи малтан пуçланă «Родина» ялхуçалăх производство кооперативĕн икĕ хăватлă комбайнне 213 гектар йышăнакан кĕрхи тулă уйĕнче курма пулать. Опытлă комбайнерсем Александр Лукиновпа Владимир Шикарев (ÿкерчĕк çинче) хальхи йышши «уй карапĕсене» ана тăрăх васкамасăр илсе пынине, унтан ылтăн тĕслĕ тырра бункертан машина çине пушатнине пăхса тăнăçемĕн чун-чĕре савăнать... Хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче пысăк тĕллев тăрать - пĕрчĕллĕ культурăсене 1839 гектар лаптăкран вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртмелле.
Кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пирĕн округра кăçал 9795 гектар йышăнать. Çав шутра çуртрисене 5724 гектар акнă. Çурхи тулă ани чи пысăкки - 2483 гектар. Çĕрулми кăçал 490,5 гектар е пĕлтĕ-рхинчен кăшт нумайрах лартнă. Пахчаçимĕç те иртнĕ çулхинчен ытларах - 202,8 гектар. Уйрăм культурăсене илес пулсан, купăста 174 гектар йышăнать, хăяр - 16, кишĕр - 4, хĕрлĕ кăшман - 1,8, ытти çимĕçсем - 7 гектар.
Техника пĕлтерĕшлĕ культурăсене 520 гектар лаптăкра вырнаçтарнă. Нумай çул ÿсекен курăксем пурĕ 1567 гектар йышăнаççĕ, пĕр çул ÿсекеннисем - 210, сар пăрăç ?горчица% - 410, выльăх апачлĕх кукуруза - 128, соя - 110 гектар.
Июлĕн 29-мĕшĕнче «Родина» СХПК, Иван Семеновăн, Геннадий Сорокинăн, Валерий Гуреньковăн хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче, «Велес агрофирма» ООО уй-хирĕсенче хĕрсех тырă выратчĕç. Пĕрчĕллĕ культурăсене 631 гектар çинче çулса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç халлĕхе 1 гектартан 38,7 центнерпа танлашать.
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те хуçалăхсенче начар мар пулса пырать. Июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне 4421 тонна сенаж, 2800 - силос тата 611 тонна утă хатĕрленĕ.
М. КВАСКОВА,
муниципалитетăн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ.
Август 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4
|
5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
