Патшалăх укçипе усă курса

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 31.07.2026, 11:30 Просмотров: 43

Куславкка округĕнчи Ирина Ефимова мăшăрĕпе пĕрле виçĕ хĕр пăхса ÿстерет. Ачисен пуласлăхĕшĕн çунакан ытти хĕрарăмсем пекех, вăл та килти вучаха упраса хăварасшăн, аякка ĕçлеме каймасăрах çемье бюджетне пуянлатасшăн тăрăшать.

Социаллă контракт пирки Ирина Владимировна пĕрре çеç мар илтнĕ. Хăйĕн ĕçне пуçарса ярас шухăш та пулнă унăн. Парикмахер пулас ĕмĕтпе çунатланнăскер, пĕлтĕр хĕрарăм социаллă контракт çырса хатĕрленĕ. Округра ăста парикмахерсем хуть те хăçан та кирлине шута илсе, вăл социаллă контракт шучĕпе уйăрса панă укçапа çак ĕçре кирлĕ хатĕрсем туяннă: ятарлă кресло, хачăсем, пысăк куçкĕскисем, çÿç сăрламалли пахалăхлă сăрăсем тата ытти хатĕрсем те. Вара килĕ-нче пĕчĕк салон уçнă.

Паян Ирина Ефимова арçынсемпе хĕрарăмсен çÿçĕсене илемлĕ касать, сăрлать. Ун патĕ-нче салонра пулнă хыççăн кану каçĕсене кайма та, çын умне тухма та именмелле мар. Çÿç кастарма пыракансем унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ, салонран килĕсене яланах хаваслă кăмăл-туйăмпа тухса утаççĕ.

Социаллă контракт виçĕ ача амăшне килте ĕçлесех укçа-тенкĕ илме май парать. Вăл хăйне килĕ-шекен профессипе тăрăшать. Сахал тупăшлă çынсене çак программа пурнăçри йывăрлăхсене чăтса ирттерме, укçа ĕçлесе илмелли урăх майсем тупма май панăшăн Ирина Ефимова питĕ кăмăллă.

Добавить комментарий

Последние комментарии