Хамăрăннисене пăрахмастпăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 31.07.2026, 11:32 Просмотров: 38

Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене кăштах та пулин пулăшу кÿме пултарни - пиртен кашнин тивĕçĕ тесе шутлаççĕ Елчĕкри Культура çуртĕнче маскировка сечĕсем çыхакан хĕрарăмсем. Ку ĕçе вĕсем 2024 çулхи февраль уйăхĕнче тытăннă.

«Вăй - пĕрлĕхре», - тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Пĕрле пухăнсан темле ĕç те тума пулать. Малтанах маскировка сечĕсем çыхма елчĕксем кăна çÿртчĕç. Каярах ку ĕçе аманиксемпе мушарсем те тытăнчĕç. Çыхакансем нумайччĕ. Халĕ вара кунсерен килекенсем çиччĕн кăна тăрса юлтăмăр», - каласа пачĕ пире ку ĕçе йĕркелесе пыракан Тамара Талала.

Вăлах кил-тĕрĕшри ĕçсене, сывлăх хавшанине пăхмасăрах маскировка тетелĕ çыхма кунсерен çÿрекенсенчен чи хастаррисене асăнчĕ. Вĕсем: Тамара Петрова, Ирина Волкова, Зоя Ларионова, Лариса Яковлева, Людмила Судакова, Алевтина Леснова. Тĕпрен илсен, тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем, Тамара Альбертовна хăй çеç пенсие тухса ĕлкĕреймен-ха.

Елчĕк тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем 2024 çултанпа 3х6 метр виçеллĕ 600 яхăн сетка çыхса СВО валли ăсатнă. Хĕрарăмсем каланă тăрăх, хăшпĕр чухне пĕр кунра 1 тетел çыхма ĕлкĕреççĕ, тепĕр чухне вăхăт кăшт ытларах кирлĕ.

Кун валли кирлĕ материалсемпе кам тивĕçтерни пирки сăмах хускатсан Тамара Альбертовна пĕр тăхтаса тăмасăрах тус-юлташĕсене, ялта пурăнакансене, меценатсене асăнчĕ. Вĕсем тăрăшнипе Шупашкарта, Питерта, Иваново, Нижний Новгород хулисенче пусма-тавар туянма заказсем параççĕ. Çав рулонсене Карачри Василий Семенов ятарласа хатĕрлеттернĕ станокпа (ăна Карачра вырнаçтарнă) Юрий Ларионов хăюсем туса касса парать. Вара унтан хăйсемех кайса илеççĕ. Хатĕр тетелсене Шупашкара «Зов Чувашии» пархатарлăх фондне кайса параççĕ. Ытларах чухне Тамара Альбертовнан шăллĕ ăсатать унта. Кĕске вăхăтлăха тăван яла канма килнĕ çар служащийĕсем урлă та парса яраççĕ, вĕсен ячĕпе ятарласа çыхса пани те пулать. Кунсăр пуçне тата посылкăсем пухаççĕ, ăсатаççĕ. Вĕсенче кофе, канфет, пирус, пылак çимĕç, нуски, алшăллисем, шампунь пухса параççĕ...

Çав маскировка тетелĕсем хушшине тата посылкăсем ăшне хăйсен ачисем, вырăнти шкулта вĕренекенсем çырнă çырусене, кĕлĕ сăмахĕсене чиксе яраççĕ, салтаксене тĕрĕс-тĕкел, Çĕнтерÿпе таврăнма сунаççĕ.

Гуманитари пулăшăвĕ пухса хатĕрлеме хамăр округра, Елчĕк тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем унччен те нумай пулăшнă. Халĕ те çаплах, мĕншĕн тесен паян чылайăшĕн ывăлĕсемпе кĕрÿшĕсем, çывăх тăванĕсем ятарлă çар операцийĕнче хамăр çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии