Кадрсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.08.2026, 14:57 Просмотров: 45

Сывлăх сыхлавĕнче - çĕнĕ терапевт

Районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра çĕнĕ тухтăр ĕçлеме тытăнчĕ. Татьяна Царегородцева Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Пирĕн районти тĕп больницăра панă тĕллевлĕ направленипе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă, терапевт специальноçне алла илнĕ. Вăл Энтри Пасарĕнчи амбулаторие пыракансене йышăнĕ.

«Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ биологи предметне питĕ килĕштереттĕм, çакăнтан тĕлĕнме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен манăн анне биологи учителĕччĕ. Унăн ĕç пÿлĕмĕнче этем скелечĕ тăратчĕ, эпĕ ăна питĕ тимлесе пăхаттăмччĕ, анатоми предметне хăçан вĕренме пуçлăпăр-ши тесе пĕрехмай шухăшлаттăм. Урокра тинех çак темăна тишкерме пуçласан сахал вĕрентнĕ пек туйăнчĕ. Çавăнпа университета медицина факультетне вĕренме кĕме шутларăм. Тухтăр пулас ĕмĕт мĕнле çурални çинчен ыйтсан, эпĕ яланах çапла хуравлатăп: «Биологи кабинетĕнчи скелета курнă хыççăн», - тет Татьяна Царегородцева.

 

 Акушер-гинеколог

Александра Ларионова вара Куславккара çуралса ÿснĕ. Хăйĕн ĕçтешĕ Татьяна Царегородцева пекех вăл та И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче вĕреннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ.

Александра каланă тăрăх, унпа пĕрле ĕçлекен медицина ĕçченĕсем мĕн пĕчĕкренех тухтăр пулма ĕмĕтленнине пытармаççĕ, вăл вара 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне çеç мĕнле професси суйласа илесси пирки шухăшлама тытăннă. Ăна шкулта химипе биологи предмечĕсем ытларах килĕшнĕ, çавăн пекех çынсене инкекре пулăшма тăрăшнă. Çавăнпа медицинăна суйласа илнĕ те.

Тухтăр пулас ĕмĕт каярах çуралнă пулсан, пулас специальность пирки вара пĕрре те иккĕленмен - пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех хăйĕн умне хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслекен тухтăр пулма тĕллев лартнă. Çапла майпа Куславка районĕнчи тĕп больница коллективне çĕнĕ специалист - врач-акушер-гинеколог хушăннă.

Университетра вĕреннĕ çулсенче Александра производство практики пуçланасса питĕ кĕтнĕ. Хăйсен специальноçне ăста пĕлекенсем мĕнле ĕçленине сăнама ĕмĕтленнĕ, суйласа илнĕ профессипе çывăхрах паллашма тăрăшнă. Шăпах ĕнтĕ производство практики вăхăтĕнче вăл хĕрарăмсен организмĕ арçынсеннипе танлаштарсан черченкĕрех пулнине ăнланса илнĕ. Тата тепĕр уйрăмлăх - врач-гинеколога хĕрсемпе хĕрарăмсем чылай чухне хăйсен вăрттăнлăхне уçса параççĕ, хăйсене канăç паман ыйтусемпе ытларах канашлаççĕ.

- Эпĕ тухтăр пулса нумай пулмасть çеç ĕçлеме тытăнтăм. Çапах та хам пата пыракан кашни хĕрарăма пулăшма пултарасса шанатăп,- тет Александра Ларионова.

Сăмах май каласан, вăл тĕллевлĕ направленипе вĕренсе тухнă.

Аса илтеретпĕр, Куславкка районĕнчи тĕп больницăра çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2030 çулччен Раççейре «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем вăйра тăраççĕ, медицинăра сайра тĕл пулакан специалистсене социаллă тÿлевпе тивĕçтермелли программа ĕçлет.2023 çултан пуçласа халăх сахал пурăнакан ялсене куçса каякан врачсемпе медицина ĕçченĕсене социаллă тÿлев тата çурт-йĕр тара илсе пурăннăшăн компенсаци параççĕ. Тĕллевлĕ направленипе аслă пĕлÿ илме те май пур.

2025 çултанпа районти И. Е. Виноградов ячĕллĕ больницăна 7 специалист (2 врач тата 5 медицина сестри) ĕçлеме вырнаçнă. Хальхи вăхăтра медицина енĕпе 10 çамрăк аслă пĕлÿ илет. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вĕсем пурте пирĕн районти тĕп больницăра ĕçлеме тытăнĕç.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники