Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн мобиллĕ бригада пысăк пĕлтерĕ-шлĕ ĕç тăвать. Унăн тĕп тĕллевĕ - пурнăçра йывăрлăха лекнисене, 65 çултан аслă çынсене тата инвалидсене пулăшасси, ятарлă автотранспортпа медицина учрежденийĕсене илсе çитересси.
Çак кунсенче хулара пурăнакан пĕрремĕш ушкăнри инвалид С. Чирков пирĕн пата шăнкăравларĕ, районти тĕп больницăна илсе çитерме ыйтрĕ, рентгенпа тĕрĕслев ирттермелли çинчен пĕлтерчĕ. Унта вăл пĕччен кайса килейместчĕ. Пирĕн специалистсем сусăр çын асăннă адреспа часах çула тухрĕç, Сергей Алексеевича автомобиль çине вырнаçма пулăшрĕç. Вĕсем пĕрремĕш ушкăнри инвалида çул çинче психологи пулăшăвĕ те пачĕç, тухтăрăн ĕç пÿлĕмĕ патнех илсе çитерчĕç.
«Харпăр хăй тĕллĕн утса çÿреймен çынсемшĕн çак пулăшу чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир ун пек çынсене яланах пулăшма, кирлĕ çĕре йĕркеллĕ илсе çитерме хатĕр»,- тет учреждени специалисчĕ Ольга Зайцева.
Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр специалисчĕсем кун пек тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Тимлĕх, ют çынна йывăр чухне пăрахманни, вăхăтра пулăшни тĕнчене илем кÿрет, харпăр хăй сывлăхне çирĕ-плетессишĕн тăрăшма хистет.
Е. ЧАПУРИНА.
Август 2026 |
