Терроризма хирĕç

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.08.2026, 13:51 Просмотров: 42

Терроризма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Вĕренÿ учрежденийĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çакна шута илсе иртнĕ эрнере Раççейри шкулсемпе ача сачĕсенче терроризм хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе вĕрентÿсем йĕркелерĕç.

Пирĕн муниципаллă округра 8 шкул, 4 ача сачĕ, 1 спорт шкулĕ тата ачасен искусствăсен шкулĕ вырнаçнă. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе кашни объект тавра карта тытса çавăрнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсене пыракан ют çынсене ятарлă журналта регистрацилеççĕ.

Хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе Тĕрлемесри вăтам шкулта та кашни çулах вĕрентÿ йĕркелеççĕ. Асăннă темăпа çыхăннă плакатсемпе стендсене çĕнетсех тăраççĕ. Полици сотрудникĕсем арçын ачасемпе хĕрачасене инкек-синкек сиксе тухас пулсан хăйсене мĕнле тытмалли çинчен каласа ăнлантараççĕ. Ку хутĕнче вĕрентĕве хутшăннисем командăпа штаб пек тачă çыхăнса ĕçлерĕç, чрезвычайлă лару-тăрура кашнин мĕн тумаллине, эвакуаци вăхăтĕнче мĕнле тытмаллине кăтартса пачĕç.

Вĕрентÿ итогĕсем Тĕрлемесри вăтам шкулпа Куславкка муниципаллă округĕнчи васкавлă службăсем хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене тĕплĕн пурнăçлама, пĕр-пĕринпе тачă килĕштерсе ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕç.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники