Августăн 22-мĕшĕнче Раççейре йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне паллă турĕç. Çак куна РФ Президенчĕн 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ.
Раççей ялавĕн кунĕ - ку вăл Раççейре пурăнакансен мĕнпур ăрăвĕн уявĕ, мухтавлă çĕршывăн историне хисепленин палли. Çак кун тĕрлĕ халăхсемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене пĕрлештерсе тăрать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Легендăна кĕрсе юлнă виçĕ тĕслĕ ялав (триколор) хаяр çапăçусенче çĕнтернине, ĕçре палăрнине тата наукăра çĕнĕлĕхсем уçнине çирĕплетсе парать.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн муниципаллă округăн Пилешкассинчи клубĕнче эпир «Шурă, кăвак, хĕрлĕ тĕс - мухтавпа çĕнтерÿсен тĕсĕ» ятпа патриотизм сехечĕ ирттертĕмĕр. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем Раççей ялавĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕç. Вĕсем ун тĕсĕсем мĕне пĕлтернине аса илчĕç, Раççей Патшалăх ялавĕ пирĕншĕн яланах мăнаçлăхпа пĕрлĕхĕн тата ыранхи куна шанчăклăн кĕтнин ытарлă палли пуласси çинчен пĕлтерчĕç.
Юлашкинчен пурте çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăмăр: Раççей Федерацийĕн историре тарăн йĕр хăварнă паллисене упраса хăвармалла, ялан асра тытмалла. Пирĕн пĕрлехи малашлăх иртнине хисепленипе тачă çыхăннă.
Н. ГЕРАСИМОВА.
Август 2026 |
