Августăн 25-мĕшĕ тĕлне Куславкка мунципаллă округĕн территорийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4081 гектар çулса тĕшĕленĕ. Ку вăл акса ÿстернĕ лаптăкăн 41,6 проценчĕпе танлашать. Тĕштырăсене тата 5714 гектар лаптăкра вырса пухмалли юлнă. Пурĕ 15995,5 тонна çĕнĕ тырă вырса илнĕ, вăтам тухăç халлĕхе пĕр гектартан 39,1 центнер.
Уйрăм культурăсене илес пулсан, 2989 гектар чухлĕ тулă тĕшĕленĕ.Тухăç пĕр гектартан вăтамран 42,1 центнер, халлĕхе пурĕ 12581 тонна кĕлетсене хунă. Çак культурăна акса ÿстернин 49,6 проценчĕ чухлĕ çапса илнĕ, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 6015 гектар йышăнать.
Ыраша округри ялхуçалăх организацийĕсем 469 гектар çинче вырса илнĕ, ку вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн (539 гектар) 79 проценчĕ пулать, тухăç вăтамран пĕр гектартан 29 центнер шутланать. Пĕтĕмĕшле илсен халлĕхе хуçалăхсенче 1404,7 тонна ыраш пур.
Урпа кăçал хуçалăхсен уй-хирĕ-сенче пурĕ 2228 гектар йышăннă. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне ку культурăна 357 гектар (мĕнпур лаптăксен 16 проценчĕ чухлĕ) вырса илнĕ, тухăç пĕр гектартан вăтамран 32 центнерпа танлашнă, пĕтĕмĕшле илсен - 1156 тонна.
Сĕлĕ пĕтĕмпе 453 гектар çинче çитĕнтернĕ, 39 процент чухлĕ (180 гектар) вырса илнĕ. Унăн тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 34 центнер, пĕтĕмпе - 620 тонна.
Хуçалăхсенче пăрçа та çапаççĕ. Кăçал ку культура пурĕ 460 гектар йышăннă. Халлĕхе ăна 86 гектар чухлĕ çапса илнĕ, тухăç вăтамран пĕр гектартан 27 центнер тухнă, пурĕ 233 тонна пухса илнĕ.
Тĕштырă кăçал «Каспий Агро» ОООра уйрăмах ăнса пулнă. Хуçалăхăн хăшпĕр уйĕсенче тухăç вăтамран пĕр гектартан 90 центнера яхăна çитнĕ. Республикăри кăтартусемпе танлаштарсан, Куславкка муниципаллă округĕ çĕнĕ тырă тухăçĕпе халлĕхе 5-мĕш вырăнта. Пиртен кăшт аванрах кăтартусемпе Красноармейски (пĕр гектартан 46,5 центнер), Патăръел (41,4), Вăрмар (40,2), Шупашкар (39,6) округĕсем кăна мухтанма пултараççĕ. Тĕштырăсене вырса пухнă лаптăксем тĕлĕшпе те Куславкка округĕ- нчи хуçалăхсенче ĕçсем начар мар пулса пыраççĕ.
Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем акма аграрисем августăн 25-мĕшĕ тĕлне 3041 гектар (планпа – 4071) çĕр лаптăкĕ хатĕрленĕ. Кĕр тыррисене 811,5 гектар лаптăкра акма ĕлкĕрнĕ, планпа 3041 гектар акма пăхнă. Çак кунсенче «Родина» СХПКра, В. Гуреньковăн, И. Семеновăн, Г. Сорокинăн, А. Родионовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, «Агрофирма Велес» ОООра кĕраки пырать, халлĕхе 89 гектар кĕрхи ыраш, 692,5 - тулă тата 30 гектар рапс акнă.
Округри хуçалăхсем августăн 25-мĕшĕ тĕлне 45 гектар çĕрулми кăларнă. Лартса ÿстернĕ лаптăксем вара 490,5 гектар йышăнаççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 165,7 центнер тухнă, ăна пурĕ 746 тонна пуçтарса илнĕ.
Пахчаçимĕç анисенче хĕрÿ ĕç пырать. Ăна пурĕ 960 тонна пухса илнĕ, вăтам тухăç - 341,9 центнер. Хăяр кăçал 16 гектар лаптăкра ÿстернĕ, пурĕ 500 тонна пухса илнĕ, унăн тухăçĕ 1 гектартан вăтамран 312,5 центнер шутланать. Купăста та начар мар çитĕннĕ. Вăл 15 гектар йышăннă, пĕтĕмпе 560 тонна пухса илнĕ, вăтам тухăç - пĕр гектартан 373,3 центнер.
М. КВАСКОВА,
муниципалитетăн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.
Август 2026 |
