Хăнасене яланах тарават

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 20.06.2025, 13:50 Просмотров: 74

 5371009998861235930 121

Июнĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен Мускавра Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкинче (ВДНХра) «Çул çÿре» ятпа Пĕтĕм тĕнчери туристсен пиллĕкмĕш форумĕ иртнĕ. Унта Куславккасен туслă команди те хамăр округпа паллаштарнă.

Делегаци йышĕнче 14 çын пулнă, çав шутра: «Веселые ребята» пĕрлештернĕ ансамбль, «Любава» вокал ансамблĕ тата клуб системинче, музейре ĕçлекенсем. Вĕсенчен тăваттăшĕ – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.

«Фестиваль программинче пултарулăхпа палăрнăшăн» номинацире Чăваш Республики пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çакă пирĕн йышлă командăн ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерет. 10 муниципалитета пĕрлештерсе, эпир Чăваш Енĕн хăватне тата илемне кăтартса пама пултартăмăр. Хамăр республикăпа тата ăна пĕтĕм тĕнчери туристсене илĕртмелле тăвакан талантлă çынсемпе чăннипех мухтанатăп», – тенĕ хăйĕн телеграм-каналĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Сăмах май, Чăваш Республикин командинче асăннă форумра 100 çын ытла ĕçленĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники