Пирĕн ентеш аякри регионсем валли ишекен госпиталь хатĕрленĕ çĕре хутшăннă. Сăмах Раççей Федерацийĕн юханшыв транспорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Алексеев пирки пырать.
Вăл «Порт Коломна» АО командипе пĕрле «Лука Святитель» юханшыв госпитальне тунă. Мĕнпур ĕçе вĕçлеме вĕсене пĕр çул çурă кирлĕ пулнă.
Борт çинче чăн-чăн поликлиника евĕрех: тухтăрсен 25 пÿлĕмĕ, лаборатори, УЗИ, эндоскопи тата рентген пур. Теплоход харăсах 50 пациента йышăнма пултарать. Унта медиксем валли те хăтлă условисем хатĕрленĕ: каютăсем, спортзал, сауна, кухня пур.
Ку уйăхра ишекен госпиталь пĕрремĕш навигацине кайĕ, çитме йывăр вырăнсенчи çынсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулăшĕ.
Май 2026 |
