Чăваш Республики Казахстанпа Узбекистана çĕрулми ăсатма пуçланă.
Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕ ку тĕллевпе 7 фитосанитари сертификачĕ хатĕрленĕ пулнă. Маларах асăннă çĕршывсене пĕтĕмпе 115 тонна продукци ăсатнă, çав шутра вăрлăхлăх çĕрулми - 97 тонна, апат-çимĕç хатĕрлеме - 18. Пĕтĕм продукцие лабораторире тĕплĕн тĕрĕсленĕ.
Палăртас пулать, ку ĕçе «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн хамăр регионти «Агропромышленность комплексĕн продукцийĕн экспорчĕ» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
Кăçал çавăн пекех пĕрремĕш хут Беларуçрен Чăваш Республикине 24 тонна ыраш кÿрсе килнĕ. Ăна Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă нимĕнле тĕслĕх те тупса палăртман.
Май 2026 |
