Вунпиллĕк тултарнă çамрăксен тата вĕсенчен аслăрах çынсен çулталăкра пĕр хутчен флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалла. Сывлăха тĕрĕслеттерме пĕр-пĕр тухтăр патне пырсан пиртен тÿрех флюорографире пулнипе интересленнине кашниех асăрханă ĕнтĕ.Сăлтавсăр ыйтмаççĕ пиртен ун пирки.
Сывламалли органсене сĕлеке е сывлăш урлă вируссем лекнипе пуçланакан инфекциллĕ чирсем (ОРЗ) чылай чухне йывăррăн иртеççĕ. Флюорографи тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче рентгенăн куçа курăнман пайăркисем ÿпкери шыçăсене, туберкулеза, плеврăра (ÿпкене тата кăкăр кăшкарне шал енчен витсе тăракан çурхахра) шĕвек е сывлăш пухăнса тăнине, аяк пĕрчисенче шăмă суранланнипе пулнă улшăнусене тупса палăртма пулăшаççĕ. Пуриншĕн те паллă, чире мĕн чухлĕ ытларах тупса палăртатăн, унран сывалас шанăç темиçе хут ытларах, çын пурнăçĕ те вăрăмрах тăсăлать.
Куславкка районĕнчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн флюорографи тĕрĕслевне тÿлевсĕр ирттереççĕ. Вăл çавăн пекех диспансеризаци программине те кĕрет.Çак çул пуçланнăранпа унта 8201 çын тĕрĕслевре пулнă, вĕсенчен 70-ĕшне сывлăхне тепĕр хут тĕрĕслеттерме сĕннĕ.
Палăртас пулать, флюорографи тума ятарласа хатĕрленме кирлĕ мар. Тухтăрсем ун умĕн 2-3 сехет маларах пирус туртма сĕнмеççĕ, çÿçе сапаласа ямалла мар, пуçтарса çыхмалла, тĕрĕслев вăхăтĕнче кансĕрлеме пултаракан вăчăрапа хăлха çаккисене хывсан та юрать. Хальхи вăхăтри флюорографи хатĕрĕ сывлăха сиен кÿмест. Çавăнпа унран пĕрре те хăрама кирлĕ мар. Флюорографире пулнă чухне лекекен пайăркасен витĕмĕ 2-3 кун хушши хĕвел çинче выртса хĕртĕннĕ чухнехинчен пĕрре те ытлашши мар.
Р. КОВАЛЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: районти тĕп больницăри пайăркасемпе диагностика тăвакан уйрăм заведующийĕ - врач-рентгенолог Аркадий Степанович Силов тата Ольга Николаевна Спиридонова рентген-техник.
Ноябрь 2025 |
