Тĕрлемесри вăтам шкулта математикăна, физикăна тата информатикăна халалланă эрне пырать. Пĕрремĕш кунсенчех асăннă предметсемпе нумайăшĕ интересленни палăрчĕ. Калас пулать, ку мероприятие те вĕренекенсем хăйсемшĕн мĕн те пулин çĕннине пĕлме пултарччăр тесе йĕркеленĕ.
Шкулта кашни кĕтесре тенĕ пекех паллă математиксемпе физиксен, информатикăна вĕрентекенсен ăслă каларăшĕсене çырнă стендсем, тĕрлĕрен плакатсем çакăнса тăраççĕ. Çакă, каламасăрах паллă ĕнтĕ, арçын ачасемпе хĕрачасен ăс-хакăлне тата пĕлес килнине ÿстерет. Тава тивĕçлĕ ученăйсен портречĕсем, пуçватмăшсемпе ребуссем вĕренекенсене хăйсене тĕпчевсем ирттерме хавхалантарчĕç. Ăстăна тĕрĕслемелли «Математикăри мозаика» вăйă тата тĕрлĕ конкурссем çак эрнери пуринчен те интереслĕрех мероприятисем пулса тăчĕç. Вĕренекенсем пĕр-пĕринпе ăмăртмаллах математикăна мĕнле пĕлнипе, çĕнĕ программăсем хатĕрлеме пултарнипе тупăшрĕç. Интернетри этикетпа хăрушсăрлăх темипе ирттернĕ викторинăсем вĕсене цифрăсен уçлăхĕнче яваплăха туйма хăнăхтарчĕç.
Аслăрах классенче вĕренекенсем «Ман вăйă» форматлă викторинăна хутшăнчĕç, патшалăхăн тĕп экзаменĕнче (ОГЭ) тата пĕрлехи экзаменра (ЕГЭ) тĕл пулакан ыйтусем çине хуравларĕç. Кĕçĕн классене çÿрекенсем вара физика учителĕпе Фидаиль Акрамович Салахутдиновпа Хĕвел системи çинчен калаçрĕç.
Математикăна, физикăна тата информатикăна халалланă эрне унта хутшăннисемшĕн питĕ усăллă тата интереслĕ иртрĕ. Вăл вĕренекенсен пултарулăхне аталантарма пулăшрĕ, тишкерÿсем тума хăнăхтарчĕ тата нумайрах пĕлме хавхалантарчĕ.
А. ГРИГОРЬЕВА,
математика учителĕ.
Ноябрь 2025 |
