Июнĕн 22- 28-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче наркотиклă хатĕрсемпе усă курассине асăрхаттармалли эрне иртрĕ. Ăна наркомание хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалларĕç, яваплă специалистсемпе общество хастарĕсен çак сиенлĕ йăлана пĕтерес тĕлĕшпе пĕрле кĕрешме кирлине палăртрĕç.
Наркотиксем çыннăн сывлăхне сиен кÿнисĕр пуçне тата унăн ĕмĕтне, тĕллевне, çывăх тăванĕ-сем хушшинчи туслăхпа килĕшÿлĕхе аркатаççĕ. Республикăра «Активлă вăрăм пурнăç» наци проекчĕпе тата «Единая Россия» партин «Сывлăхлă малашлăх» пуçарăвĕ-пе килĕшÿллĕн наркотиклă хатĕрсемпе усă курассине асăрхаттарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлеççĕ-ха? Кун пирки Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп психиатрĕ-наркологĕ Ирина БУЛЫГИНА каласа парать:
«Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин наркологи служби 2026 çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне 528 çын наркотиклă хатĕрсемпе усă курнине шута илнĕ, 1360 арçынпа хĕрарăм вĕсемсĕр пурăнайманнине палăртнă. Калас пулать, тухтăрсем патĕнче учетра тăракансенчен 22 проценчĕ - 18-30 çулсенчи çамрăксем. Чăваш Енре наркотиксемпе усă курнине хирĕç тĕрлĕ ведомствăсемпе пĕрле кĕрешеççĕ. Ку ĕçе сывлăх сыхлас, вĕрентÿ учрежденийĕсем, патшалăх влаçĕн органĕсем, çавăн пекех обществăлла пĕрлешÿсем туса пыраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, шкулсемпе техникумсенче, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче, республикăри библиотекăсенче иртекен калаçусем урлă, çавăн пекех çула çитмен, наркотиклă хатĕрсемпе усă курнипе учета илнĕ каччăсемпе хĕрсемпе ирттерекен тĕлпулусем урлă.
Наркоманипе çыхăннă ыйтусенчен аякра тăракан çынсен те çак сиенлĕ йăла обществăшăн мĕнле хăрушлăх кăларса тăратнине лайăх пĕлес пулать. Тĕнчери пур çĕршывра та наркотиксемпе иртĕхнине хирĕç кĕрешме тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Мĕнпе çыхăннă-ха наркотиксен хăрушлăхĕ/ Наркоман хăйĕнпе пĕрле пурăнакансемшĕн те, ытти çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Наркотиксемпе анранăскер, вăл хăй мĕн тунине те ăнланмасть, хаярланать, аскăнланать. Çакăн пек çын руль умне ларсан е унăн аллине пăшал лексен инкек пуласса кĕтсех тăр. Наркотиксем çынна преступлени çулĕ çине тăратаççĕ. Статистика даннăйĕсем тăрăх, наркотиксемсĕр пурăнайманнипе наркомансен 60 проценчĕ вĕсене туянма укçа-тенкĕ тупас тĕллевпе тĕрлĕ преступлени тăвать.
Наркомани питĕ хăвăрт сарăлать.Тĕпченĕ тăрăх, кашни наркоман вăтамран тепĕр 15 çынна наркотиксемпе усă курма вĕрентет. Вĕсемшĕн çакă тупăшлă. Енчен те сирĕн пĕлĕш е тăван наркоман пулсан, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Наркомана сиплемелле, çийĕнчех реабилитацие ямалла.
Республикăри округсенче районти тĕп больницăсем çумĕнче психиатр-наркологсем ĕçлеççĕ, хуласенче - наркологи диспансерĕн сотрудникĕсем. Наркомансене хушаматпа ята пĕлтермесĕр те сиплеççĕ, вĕсемпе консультацисем ирттереççĕ.
Наркотиксем сиенлĕ мар тенине пачах та ан ĕненĕр, пĕрремĕш хут алла тытсан та çакă вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Сиенлĕ хутăшсем кăмăл-туйăма çĕклемеççĕ, пачах урăхла, пуçа анратаççĕ. Асра тытăр: наркотиклă хатĕрсемсĕр пурăннинчен лайăххи нимĕн те çук. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын хăйĕн ĕмĕт-тĕ-ллевне çăмăллăнах пурнăçлать.
Июль 2026 |
