94 çул каялла, 1931 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче, Куславкка районĕнче «Штурм» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Ăна Октябрьти революцие халалланă пулнă. Материалсене пурне те чăвашла çырнă. Тепĕр çулталăкран район хаçатне «Ленин ялавĕпе» (Со знаменем Ленина) ят панă. Малтанхи номер пекех, вăл та чăвашла тăватă страницăпа тухса тăнă. 1966 çулта вара вулакансем валли «Ялав» («Знамя») хаçат пичетленме тытăннă.
Çак çулсенче нумай тĕрлĕ улшăну пулса иртнĕ редакципе типографи коллективĕсен пурнăçĕнче. «Ялав» («Знамя») хаçат вара паян та хăйĕн вулаканĕсене çĕнĕ хыпарсемпе, куславккасен пурнăçĕнчи ырă улшăнусемпе паллаштарма тăрăшать, çивĕч тăракан ыйтусене те хускатать..
Сăмах май, 1931 çултанпа хаçата нумай наградăпа палăртнă. 2008 çултанпа вăл Раççей прессин Ылтăн фондĕнче шутланать. Халĕ вăл эрнере пĕрре 8 страницăпа (чăвашла – иккĕ, вырăсла – улттă) тухса тăрать. 94 çул каялли пекех, вăхăтпа тан утма тăрăшать. Çакна пирĕн вулакансем те аван çирĕплетсе параççĕ.
Нина Корниловна ИВАНОВА, АПК ветеранĕсен союзĕн Куславкка районĕ- нчи уйрăмĕн председателĕ, Куславкка мунициаллă округăн Хисеплĕ гражданинĕ:
- Район хаçачĕпе пирĕн çемье эп астăвассах туслă пулнă. Атте, Корнил Иванович, ялхуçалăх производствипе тачă çыхăннăскер, çĕнĕ хыпарсемпе питĕ интересленетчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнсан вăл хамăр тăрăхри «Динамо» совхоза ертсе пычĕ. Эпĕ те ăна кура алла хаçат-журнал тытаттăм, мана та хăй вăхăтĕнче çак «Динамо» совхозăн председателĕ пулма тÿр килчĕ. Халĕ ытларах Агропромышленность комплексĕнче вăй хунă хастар çынсемпе ĕçлеме тивет. Хамăрăн паха опытпа çамрăк ăрăва паллаштарас тесе, эпир ветерансемпе округри шкулсене, ача сачĕсене тухса çÿретпĕр, агроклассен ĕçĕпе паллашатпăр. Çак тĕлпулусем мĕнле иртни çинчен район хаçачĕ урлă каласа пама тăрăшатпăр. Тата çакна палăртас тетĕп, «Ялавра» çĕнĕ хыпарсене çутатса панипе пĕрлех районта е пĕр-пĕр тĕлпулура иртнĕ мероприятисене хутшăннă çынсен фотоÿкерчĕкĕсене те пичетлеççĕ.
Майлă самантпа усă курса, эпĕ хаçатра ĕçлекенсене Куславкка районĕн историне тата нумай çул хушши çырса пыма, унăн пултаруллă çыннисем çинчен кашни номерте каласа пама сунатăп.
Андрей Петрович МИХАЙЛОВ, республикăри «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ:
- «Ялав» хаçат пирĕн киле эпĕ ача чухнех килсе тăратчĕ. Çав вăхăтранпах унти статьясемпе паллашма пуçланă. Хам та Куславкка округĕнчи Чăршкассинче çуралса ÿснĕрен, мана уйрăмах ял çыннисем çинчен каласа кăтартакан статьясем килĕшетчĕç. Çавăн пекех хаçатра пичетленекен сăвă-калава та савăнсах вулаттăм. Хамăн хайлавсем «Ялавра» кун çути курсан хĕпĕртенĕ, паллах. Почтăпа гонорар та ярса паратчĕç. Район хаçачĕ манăн пултарулăх çулне уçса параканни пулчĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн хаçат страницисем те, тираж та чакса пыни палăрать, çакă, паллах ĕнтĕ, вулакансен кăмăлне хуçать. Шел пулин те, республикăри ытти кăларăмсен тиражĕсем те çулсем иртнĕçемĕн чакса пыраççĕ. Çапах та эпĕ хальхи вăхăтра та «Ялава» савăнсах алла тытатăп. Куславкка округĕн тĕп хаçачĕн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шанатăп. Журналистсен пултарулăх çăлкуçĕ вара малашне те тапса тăтăр!
Надежда Арсентьевна АНИСИМОВА, Куславкка округĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай специалисчĕ:
- Эпир район хаçатне нумай çул хушши çырăнса илетпĕр, унăн кашни номерне чăтайми кĕтетпĕр. Пирĕн анне те, Валентина Сапожникова, ăна юратса вулать. Сăмах май, ноябрĕн 14-мĕшĕнче вăл 85 çул тултарать.Анне эп астăвассах «50 лет Октября» совхозра тăрăшатчĕ, унта ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Атте те, Арсентий Александрович, ĕмĕр тăршшĕпе тăван хуçалăхра вăй хунă. Пушă вăхăт тупăнсанах вĕсем район хаçатне алла тытатчĕç е унти интереслĕ хыпарсене, усăллă сĕнÿсене пире вуласа пама тăрăшатчĕç. Район хаçатне вуласа паян та вырăнти влаçсем мĕнле ыйтусене татса пани, халăх сĕннипе пĕр-пĕр ялта мĕн тума хатĕрленни çинчен пĕлме пулать.
Социаллă хÿтлĕх пайĕнче çирĕм çул ытла ĕçленĕ май, эпĕ çакна каласшăн: хальхи вăхăтра кашниех, уйрăмах ватлăх енне сулăннă çынсем Интернетпа усă кураймаççĕ. Вĕсемшĕн хут çинче пичетленĕ хаçат хаклăрах, кунсăр пуçне тата ăна хуть те ăçта кайсан та алла тытса вулама пулать.
В. ВОРОБЬЕВА хатĕрленĕ.
Ноябрь 2025 |
