Хисепе тивĕçнĕ тухтăрсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.04.2025, 15:41 Просмотров: 114

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа тата Чăваш Енре йышăннă Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕнче Сывлăх сыхлав министерстви «Çĕнтерÿшĕн тав тăватпăр» рубрикăпа материалсем пичетлеме палăртнă.

belovozheva

2025 04 02 095513Ветерансем çинчен каласа паракан кашни статья чăтма çук пысăк йывăрлăхсене пăхмасăрах çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнă çынсене ялан асра тытмаллине çирĕплетсе парĕ. Кашни асаилÿ – ку вăл хăюлăхпа чăтăмлăх, суйласа илнĕ ĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçласа пынин историйĕ.

Паян эпир Наталья Павловна Беловощева çинчен каласа парăпăр. Вăл 1909 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Куславкка районĕ-нчи Чашлама ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1941 çулта Хусанти медицина институчĕн педиатри (ача-пăчана сиплемелли) факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1941-1942 çулсенче Октябрьскинчи участок больницинче хĕрарăмсемпе ачасен консультацийĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ.

1943 çулта ăна фронта илнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăран 1945 çулта демобилизаци йĕркипе таврăнсан, Наталья Павловна 1970 çулчченех Кармăшри участок больницинче тĕп врач пулса ĕçленĕ. Участокри çынсене медицина пулăшăвĕ-пе вăхăтра тата çÿллĕ шайра тивĕçтернĕшĕн Н. Беловощевăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă. Вăл çавăн пекех РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ шутланать.

Мухтава тивĕçлĕ пирĕн тепĕр ентеш – Александр Васильевич Васильев. Вăл 1917 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Мĕниçырми ялĕнче çуралса ÿс-нĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн 1937 çулта Хусанти патшалăх медицина институтне вĕренме кĕнĕ.1941 çулхи августра ăна вăрçа илнĕ. Пирĕн ентеш 1-мĕш Прибалтика тата 3-мĕш Белорусси фрончĕсенче çар врачĕ пулнă, йывăр аманнă нумай салтакпа офицера ура çине тăратнă. Çапăçусенче хăй те пĕрре çеç мар аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, икĕ хутчен «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Кенингсберга илнĕшĕн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Медицина службин майорĕ вăрçăран демобилизаци йĕркипе 1946 çулта таврăннă. Унтан Хусанти медицина факультетĕнче малалла вĕренме пуçланă. 1947 çулта, аслă вĕренÿ заведенине пĕтерсен, Александр Васильева Чăваш Ене ĕçлеме яраççĕ. Вăл Куславкка районĕнчи Карачри участок больницине вырнаçнă, 1947 çултан пуçласа 1949 çулччен унта тĕп врач пулса ĕçленĕ.

Каярах каллех Совет Çарĕ-нче службăра тăнă. 1959-1967 çулсенче Белгород облаçĕнче медицина ĕçченĕсен профсоюз обкомĕн председателĕнче, тĕп врач заместителĕнче тăрăшнă. 1974 -1979 çулсенче пирĕн ентеш Шупашкар хулин сывлăх сыхлав пайĕн Сосновкăри больницин тĕп врачĕ, каярах, 1979 çултан пуçласа 1990 çулччен, республикăри психиатри больницин йĕркелÿпе методика пайĕн заведующийĕ пулнă.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Александр Васильевич Васильева «СССР Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа наградăланă.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники