Нумай çĕннине пĕлме пулăшакан «Культура хутлăхĕ» проект Чăваш Енри шкул ачисене космоса мĕнле тĕпчеме пуçланипе тата парăнтарнипе малалла паллаштарать. Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăлти СССР летчик-космонавчĕн Андриян Николаевăн мемориал комплексĕн куçса çÿрекен космонавтика музейĕ ку хутĕнче Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта вырнаçрĕ.
«Вăл пĕрремĕш пулнă: Лайка космосра» культурăпа вĕрентÿ программине Çĕрĕн иккĕмĕш искусственнăй спутникне вĕçтерсе янине халалланă. Çак мероприяти вĕренекенсене чĕрĕ чун - йытă уçлăхра чи малтан пулнине лайăхрах пĕлме май пачĕ.Çавăн пекех вĕсем тăватă ураллă туса вĕçеве хатĕрлени, ун умне мĕнле тĕллевсем кăларса тăратни тата унăн космоса малашне тĕпчес ĕçри пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕç. Кунсăр пуçне тата лекци вăхăтĕнче космонавт профессийĕпе те паллашрĕç. Шкул ачисене çавăн пекех космонавтсем çĕр çинче мĕнле пурăнни, мĕнле профессипе ĕçлекенсене космонавт пулма йышăнни, тĕнче уçлăхĕнче вĕсен мĕнле тĕллевсене пурнăçламалли çинчен те каласа кăтартрĕç.
Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем кун хыççăн космонавтикăн куçса çÿ- рекен музейĕн мобиллĕ планетарине кĕрсе курчĕç. Унта вĕсем вĕçĕхĕррисĕр тĕнче уçлăхне хăйсен куçĕпе курса киленчĕç, Хĕвел системи мĕнле планетăсенчен тата объектсенчен тăнине пĕлме пултарчĕç.
Материалпа интерактивлă меслетпе паллашма хатĕрлени шкул ачисене хăйсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшнипе пĕрлех хальхи наукăшăн космос тĕпчевĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланма май пачĕ. Çакнашкал тĕлпулусем çамрăк ăрăва патриотизм майлă воспитани пама, шкул ачисене наукăпа интереслентерме пулăшаççĕ.
Куçса çÿрекен космонавтика музейĕн программипе «Çемье» наци проекчĕн «Пушкин карттипе» паллашма пулать, тесе пĕлтереççĕ Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинчен.
Ноябрь 2025 |
