Ачаллă çемьесене - пулăшу

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 14.11.2025, 15:02 Просмотров: 17

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çывăх çыннисене çар службине мобилизаци шучĕпе илнисен е ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу сĕнет. Вĕсемпе пирĕн республикăра çар служащийĕсен 800 ытла çемйи усă курать.

Мĕнле йышши пулăшусем çинчен сăмах пырать-ха?

- Чи малтанах, çар служащийĕн мăшăрне пĕр вăхăтлăх паракан пособи çинчен. Çар служащийĕн çие юлнă арăмне пĕр вăхăтлăх тÿлев пама палăртнă. Кăçал ку пособие 41 çемье илнĕ, унăн сумми 42 пин те 665 тенкĕпе танлашать. Çак тÿлеве çие юлнă срок 180 кунран кая мар пулсассăн параççĕ.

- Çар служащийĕн мăшăрне пĕр вăхăтлăх паракан пособи. Ку пособие 96 çемье илсе тăрать. Ăна ача виççĕ тултариччен, анчах та ашшĕ призыв йĕркипе службăра тăнă чухне кăна параççĕ. Унăн сумми - кашни уйăхра 18 пин те 285 тенкĕ. Çак тÿлеве илесси пирки заявление служба пĕтсен 6 уйăх иртиччен çырса памалла.

– Пĕрешкел пособи. Çак пулăшăва ятарлă çар службинче тăракансен 694 çемйи илнĕ. Ăна парассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă чухне мобилизациленĕ граждансен тупăшне шута илмеççĕ. Пособие 6 уйăха параççĕ, каярах тата тепĕр 6 уйăх таран пама палăртаççĕ.

- Пĕрремĕш ача çуралнă (усрава илнĕ) хыççăн кашни уйăхра паракан пособи. Ятарлă çар операцине хутшăнакан 9 çын çемйи пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен паракан пособи илсе тăрать.

Заявление Раççей Социаллă фондчĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн клиентсен службине, МФЦна е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă çырса пама пулать. Унпа пĕрле мăшăр (ача ашшĕ) призыв йĕркипе çар службинче пулнине çирĕплетекен справка тăратмалла.

Н. ЦЫПЛЕНКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники