Хаклă туссем!
Сире Ашшĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çак уяв — хамăрăн хаклă аттесене, пирĕнтен кашнин пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаканскерсене, юратни çинчен пĕлтермелли, тав тумалли тата тепĕр сăлтав.
Атте пуласси — чăн-чăн искусство, яланхи ĕç. Аттесем — хăйсен ачисемшĕн, çемьешĕн, обществăшăн яваплă чăн паттăрсем.
Чăваш Енре эпир аттелĕхпе çыхăннă хаклăхсене пропагандăлассине пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Çак ĕçе ашшĕсен шкулчченхи учрежденийĕсенчи, шкулсенчи пĕрлĕхĕсем, влаç органĕсем тата Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕ тăрăшнипе туса хунăскерсем, пысăк тÿпе хываççĕ. Çак пĕрлĕхсен йышĕнче — 5 пин ытла çын, вĕсем патриотизмпа, социаллă хÿтлĕхпе, экологипе çыхăннă тĕрлĕ проекта, мероприятие хастар хутшăнаççĕ.
Хаклă аттесем! Сире ĕçченлĕхĕршĕн, хăвăрăн çемйĕрсене парăннăшăн пысăк тав. Киле Çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтекен ашшĕсене — ятарлă çар оперцийĕн зонинче хăйсен тивĕçне харсăррăн пурнăçлакан çар служащийĕсене — уйрăммăн тав тăватăп.
Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх, ăнăçу, мир, килте килĕшÿпе тăнăçлăх, ачăрсен тимлĕхĕпе пархатарлăхне сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
Дорогие друзья!
Поздравляю вас с Днем отца!
Этот праздник – еще один повод, чтобы выразить свою любовь и благодарность нашим дорогим отцам, занимающим важное место в жизни каждого из нас.
Быть отцом – это настоящее искусство и постоянный труд. Отцы – это настоящие герои, которые несут ответственность за своих детей, семью и общество.
В Чувашии мы уделяем особое внимание пропаганде ценностей отцовства.
Большой вклад в эту работу вносят отцовские объединения в дошкольных и школьных учреждениях, созданные благодаря усилиям органов власти и Совету отцов Чувашии. Они насчитывают более 5 тысяч человек, которые активно участвуют в реализуемых проектах и проводимых мероприятиях патриотической, социальной и экологической направленности.
Уважаемые отцы! Спасибо вам за ваше трудолюбие и преданность своим семьям. Я хочу выразить особую благодарность отцам, которых ждем дома с Победой – военнослужащим, отважно выполняющим свой ратный долг в зоне специальной военной операции.
Желаю всем крепкого здоровья, благополучия и успехов, мира и добра в доме, заботливых и благодарных детей!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Ноябрь 2024 |