Олег Николаев поздравляет с Днем социального работника

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 08.06.2024, 13:34 Просмотров: 178

Флаг синий

Социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем

тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эпир паян ҫынсемшӗн тӑрӑшассипе ҫыхӑннӑ ҫӑмӑл мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ хастар чунлӑ ӗҫченсене чыслатпӑр.          

Социаллӑ ӗҫченсем пулӑшу кӗтекенсене унпа туллин тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Эсир кашнин чун-чӗринех ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑтатӑр, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пурне те куллен пулӑшса тӑратӑр.

Чӑваш Енре ватӑ ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвассишӗн нумай ӗҫлетпӗр. «Манӑн социаллӑ центр» брендпа хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗр центрӗсем – пӗрлехи площадкӑсем йӗркеленеҫҫӗ. Кунта пирӗн аслӑ ӳсӗмри ентешӗмӗрсем хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме, пултарулӑх енӗпе ӗҫлеме ҫеҫ мар, тус-тантӑшӗн йышне те ӳстерме  пултараҫҫӗ. Паян республикӑра ҫавнашкал 10 центр ӗҫлет. Кӑҫал Шупашкарта, Вӑрмарпа Йӗпреҫ округӗсенче тата виҫӗ центр уҫӑлмалла.

Ҫемьесене пулӑшу паракан «Манӑн ҫемье центрӗ» евӗр центрсем хӑйсен кирлӗлӗхне туллин ҫирӗплетрӗҫ – вӗсем республикӑра тӑваттӑ. Пӗлтӗр вунӑ пин ытла ҫемье социаллӑ пулӑшу, право тата педагогика енӗпе пулӑшу илнӗ.

Улшӑнусем халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑна та пырса тиврӗҫ. Чӑваш Республики 2023 ҫул­та «Демографи» наци проектне пурнӑҫланӑ шайра халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене комплекслӑн ҫӗнетме йышӑннӑ Раҫҫейри 17 пи­лотлӑ регион шутне кӗчӗ. Вӗсем хальхи вӑхӑтри «Раҫҫейри ӗҫ» кадр центрӗсене ҫаврӑнчӗҫ, унта клиент ыйтӑвне тивӗҫтересси тӗп вырӑнта пулмаллине шута илекен йӗркесем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ҫавна май пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсем анлӑланаҫҫӗ, вӗсен пахалӑхӗпе юрӑхлӑхӗ лайӑхланать.

Социаллӑ ӗҫченсем – хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен ӑстаҫӑсем кӑна мар, чи малтанах ыттисен нушине ӑнланакан, йывӑрлӑхра алӑ тӑсса пама тата пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшакан ҫынсем. Сире пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тата таврари ҫынсене парнелекен чун ӑшшишӗн тав тӑватӑп. Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сыв­лӑх, ырлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

Чӑваш Республикин

         Пуҫлӑхӗ                                                                               О.Николаев                                                                   

 

 

 

Уважаемые работники и ветераны сферы социального обслуживания!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем социального работника!

Сегодня мы чествуем тех, кто избрал нелегкую, но благородную профессию служения людям.

            Социальные работники приходят на помощь тем, кто в этом особенно нуждается, заботятся о них. Каждому человеку, вы дарите частицу свой души и сердца, ежедневно помогаете всем, кто попал в трудную жизненную ситуацию.

В Чувашии много внимания уделяется людям пожилого возраста. Создаются единые площадки – центры активного долголетия под брендом «Мой социальный центр». Здесь наши бабушки и дедушки могут не только укрепить свое здоровье, заняться творчеством, но и расширить круг своего общения. Сегодня в республике  функционирует 10 таких центров. В этом году распахнут свои двери еще три – в Чебоксарах, Урмарском и Ибресинском округах.

Доказали востребованность центры помощи семьям – «Мой семейный центр», их в республике четыре. За прошлый год более десяти тысяч семей получили юридическую, социальную и педагогическую помощь.

Преобразования коснулись и службы занятости населения. В 2023 году Чувашская Республика вошла в число 17 пилотных регионов России по комплексной модернизации центров занятости населения в рамках реализации национального проекта «Демография». Они преобразовались в современные кадровые центры «Работа России», где внедряются принципы клиентоцентричности. Расширяется спектр услуг, повышаются их качество и доступность.

Социальные работники – это не только специалисты своего дела, но в первую очередь неравнодушные к чужой беде люди, стремящиеся помочь и поддержать.           Благодарю  вас за ваш труд и  душевное тепло, которое вы несете окружающим. От всего сердца желаю крепкого здоровья, благополучия и всего самого наилучшего!

Глава Чувашской Республики                                                                 Олег Николаев

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники