Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем медицинского работника

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 16.06.2024, 12:10 Просмотров: 908

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем медицинского работника

Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата отрасль ветеранӗсем!

Ҫынсемшӗн, наци сывлӑхӗшӗн, пӗтӗм халӑха сыхласа хӑварассишӗн ӗҫлесси – сирӗн тивӗҫӗр тата чун туртӑмӗ. Эсир вӑхӑта е ытти сӑлтава пӑхмасӑр, яланах сывлӑх хуралӗнче тӑратӑр, сирӗнтен кашниех пирӗн ҫӗр-ҫӗр, тен, пин-пин те-и ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. 

Ку – ырми-канми ӗҫ, тимлӗ пулнӑшӑн, пулӑшу кӳнӗшӗн тата пире парнелекен ӑшӑ кӑмӑлӑршӑн сире тайма пуҫ. 

Паян пирӗн умра – Чӑваш Ен Правительствипе сывлӑх сыхлавӗн ӗҫне йӗркеле-кенсен умӗнче – отрасльти халь ӗҫлекен кадрсен йышне упраса хӑварас, вӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарас тата ҫӗнӗ специалистсене явӑҫтарас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗн республикӑра пурӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ па-малли майсене пахалӑхлӑрах та юрӑхлӑрах тума пулӑшать. Палӑртса хунине пурнӑҫ-лама эпир федераци пулӑшу майӗсемпе, ҫавӑн пекех республика шайӗнчи хамӑрӑн пу-лӑшу майӗсемпе усӑ куратпӑр. Кирлӗ пулсан, вӗсене лайӑхлатса тата анлӑлатса пы-рӑпӑр. Сирӗн валли йӗркелекен ӗҫ условийӗсен пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр. Кунта «Сывлӑха сыхлас ӗҫ» наци проекчӗ шайӗнче медицина оборудованине тӑтӑшах ҫӗнетсе пыни, сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкне ҫӗнетес енӗпе пурнӑҫлакан комплекслӑ мероприятисем, цифрӑлани тата производствӑн чылай ӗҫ-хӗлне ансатлатни кӗрет. 

Паллах, пурте пӗрле ҫакӑ – кадрсемпе тивӗҫтерни, сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилени, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем туни тата вӗсене ҫӗнетни – Чӑваш Ен демографийӗн тӑрӑмӗ ҫине палӑрмаллах витӗм кӳчӗ. 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх эпир кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗне лайӑхлатма пултартӑмӑр, халӗ вӑл 73,07 ҫулпа танлашать тата пепкесен вилеслӗхӗн чи пӗчӗк кӑтартӑвӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑна тухрӑмӑр. Пӗр ҫул хушшинче кӑна эпир ӑна пӗрре ҫурӑ чухлӗ пӗчӗклетрӗмӗр.

Хаклӑ ӗҫтешсем, сире суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑхпа ырлӑх тата профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп. Кашни кунах сире юратнӑ ӗҫӗр питӗ кирлӗ те паха пулнине, ырми-канми тӑрӑшни хӑвӑр сиплекен чирлӗ ҫынсемпе таврари ҫынсен чӗрисенче тав сӑмахӗсем ҫуратнине туйтарса, ӗнентерсе тӑтӑр.

Уяв ячӗпе сире! 

Evviva! 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ    Олег Николаев

Уважаемые работники здравоохранения и ветераны отрасли!

Служение людям, здоровью нации, народосбережению в целом – ваша миссия и призвание. Вы на посту всегда и вне зависимости от времени суток или обстоятельств, а за плечами каждого из вас – сотни, если не тысячи спасенных жизней наших граждан как величайшей ценности. 

Это самоотверженный труд, и низкий вам поклон за ваше внимание, поддержку и тепло, которое вы дарите нам. 

Сегодня перед нами – Правительством Чувашии, организаторами здравоохранения – стоят важнейшие задачи сохранения, мотивации действующего кадрового состава в отрасли, привлечения новых специалистов. Это сделает оказание медицинской помощи жителям нашей республики доступнее и качественнее. Для этого мы реализуем федеральные, а также вводим свои, республиканские меры поддержки. И если потребуется, будем их совершенствовать и расширять. Сложно переоценить значение создаваемых для вас условий труда. За этим стоит постоянно обновляемое в рамках национального проекта «Здравоохранение» медицинское оборудование, комплексные мероприятия по модернизации первичного звена здравоохранения, цифровизация и упрощение многих производственных процессов. 

Безусловно, все это в комплексе – кадровое обеспечение, модернизация здравоохранения, строительство и обновление его учреждений – существенно повлияло и на состояние демографии Чувашии. По итогам 2023 года мы улучшили ожидаемую продолжительность жизни, теперь она составляет 73,07 года, и стали первыми в России по показателю минимальной младенческой смертности. Только за один год мы добились его снижения в полтора раза. 

Благодарю вас, дорогие коллеги, за верность выбранному делу и желаю крепкого здоровья, благополучия и новых профессиональных свершений. И пусть каждый день приносит вам уверенность в том, что ваш труд важен и ценен, что ваши усилия находят благодарный отклик в сердцах ваших пациентов и окружающих.

С праздником вас! 

Глава Чувашской Республики Олег Николаев

Источник: https://cap.ru/news/2024/06/16/glava-chuvashii-oleg-nikolaev-pozdravlyaet-s-dnem

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники