Обращение Главы Чувашской Республики в связи с Днем памяти и скорби — днем начала Великой Отечественной войны

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 22.06.2024, 09:02 Просмотров: 622

Обращение Главы Чувашской Республики в связи с Днем памяти и скорби — днем начала Великой Отечественной войны

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

          Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун. Ӑна пирӗнтен кашниех асра тытать. Паян эпир ҫав юнлӑ вӑрҫӑ пурнӑҫӗсене татнӑ пӗтӗм ҫынна асӑнатпӑр. Чӑваш Енрен фронта 200 пин ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ каялла таврӑнайман. Тылра та йывӑр килнӗ. Анчах та: «Пӗтӗмпех фронт валли – пӗтӗмпех ҫӗнтерӳ валли!» тенин пӗлтерӗшне пурте лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Хуласенчи фабрикӑсемпе заводсенче, ял ҫӗрӗнчи уй-хирсенче хӗрарӑмсемпе ватӑсем тата ачасем кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшса  ӗҫленӗ.

        Чӑваш АССР территорийӗ тӑрӑх икӗ – Сӑр тата Хусан – хӳтӗлев чиккисен линийӗ иртнӗ. Вӗсене промышленноҫӑн пысӑк центрне – Хусана хӳтӗлеме тунӑ. Республикӑра пурӑнакансем шӑннӑ ҫӗре алӑ вӗҫҫӗн лумсемпе, кӗреҫесемпе чавнӑ. Ҫак ӗҫе куллен 85 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Шартлама сивӗпе выҫлӑх та, йывӑр ӗҫ те ҫавӑн чухне пирӗн ентешсемшӗн чӑрмав пулман.

         Вӑрҫӑ хирӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн паттӑррӑн ҫапӑҫса Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн пуҫне хунисене эпир чыслӑн асра упратпӑр. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, вӑрҫӑ ачисем – хальхи тата пулас ӑрусемшӗн яланах ырӑ тӗслӗх шутӗнче. Паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче пирӗн салтаксем Раҫҫей ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Суворов аслӑ ҫар пуҫӗ калашле: «Салтак ячӗ – мӑнаҫлӑ ят. Эсир паттӑрсем! Тӑшман сирӗнтен чӗтресе тӑрать» – ҫапла пулнӑ та,  пулать те.

        Тӑван ҫӗршыв историне пӗлни питех те пӗлтерӗшлӗ тата иртнӗ вӑхӑтри йӑнӑшсене тӑвас мар тесен паян хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла.

        Пурнӑҫӗсем вӑрҫа пула татӑлнисене эпир пурне те асӑмӑрта упратпӑр. Паттӑрсен ячӗсем яланах сӑваплӑ пулччӑр тата тӑнӑҫ та янкӑр тӳпешӗн вӗсене ӗмӗрлӗх тайма пуҫ.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 

 

Уважаемые жители Чувашской Республики!

Для каждого из нас 22 июня – День памяти и скорби — день начала Великой Отечественной войны. Сегодня мы вспоминаем всех, чьи жизни унесла эта кровопролитная война. Из Чувашии ушли на фронт 200 тысяч бойцов и каждый второй не вернулся. Тяжело было и в тылу. «Все для фронта – все для победы!». На фабриках и заводах круглосуточно трудились женщины, старики и дети.

На территории Чувашской АССР прошли линии двух оборонительных рубежей – Сурского и Казанского. Они возводились для защиты крупнейшего в округе промышленного центра – Казани. Жители республики вручную ломами или лопатами выкапывали мерзлую землю. Ежедневно в строительстве участвовало около 85 тысяч человек. Холод и голод, тяжелая работа не сломили наших земляков.

Сегодня мы чтим память всех, кто отдал свою жизнь за Родину и будем помнить каждого, кто приближал День Победы. Герои, ветераны - пример для нынешнего поколения. Мы чтим их подвиг, и гордимся ими. Важно знать историю родной страны и необходимо сделать все возможное, чтобы не повторились ошибки прошлого.

Светлая память героям и вечная благодарность за мирное небо над головой.

Глава Чувашской Республики Олег Николаев

Источник: https://cap.ru/news/2024/06/22/obraschenie-glavi-chuvashskoj-respubliki-v-svyazi

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники