Олег Николаев поздравляет с Днем семьи, любви и верности

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 08.07.2024, 14:47 Просмотров: 1527

Олег Николаев поздравляет с Днем семьи, любви и верности

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫемье – общество никӗсӗ, хамӑра юратакан ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем хушшинче пулма яланах кӑмӑллӑ, вӗсем пире ӑнланаҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. Йывӑҫ тымарӗпе, ҫын вара ҫемьепе ҫирӗп тесе ахальтен каламаҫҫӗ вӗт. Ҫемье ҫавӑрасси тата ӑна ҫирӗплетесси – пӗрлехи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тата пысӑк яваплӑх.

Чӑваш Енре ҫемье хаклӑхӗсене тӗреклетесси, ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Патшалӑх политики ҫемье институтне ҫирӗплетес тата демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллеве тӗпе хурать, ҫакӑ нумай ачаллӑ ҫемьесен йышне ӳстерме пулӑшать – вӗсем паян 18 пин ытла. Ҫемьесене пулӑшу памалли регионти тытӑм 2020 ҫултанпа тата 17 ҫӗнӗ пулӑшу майӗпе пуянланчӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен тата унта хутшӑнакан салтаксен ҫемйисене – ҫӗршыв тата Чӑваш Республикин Правительстви енчен уйрӑм тимлӗх. Вӗсем пирӗн пулӑшӑва тата хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туллин туйса тӑччӑр тесе эпир хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тӑватпӑр. Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшас енӗпе тумалли ӗҫсен комплекслӑ планӗнче социаллӑ хӳтлӗх майӗсене, медицинӑпа психологи реабилитацине кӑна мар, ҫавӑн пекех йӗркеллӗ пурнӑҫ патне таврӑнма пулӑшассине те, ҫӗнӗрен вӗрентсе хатӗрлессине тата ӗҫе вырнаҫтарассине те  шута илнӗ.

Чӑваш Ен яланах хӑйӗн ҫирӗп те туслӑ ҫемйисемпе палӑрса тӑнӑ. 2024 ҫулта 700 ытла мӑшӑр 50 ҫул, 240 ытла мӑшӑр – 55 ҫул, 102 мӑшӑр – 60 ҫул, 34 мӑшӑр – 65 ҫул, 2 мӑшӑр – 70 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тӑвать. Юбилярсене чыс та мухтав. Вӗсем юратупа ырӑ кӑмӑл, пӗр-пӗрне чунтан хисеплени пурнӑҫра пархатар кӳнине паха тӗслӗхӗпе ӗненмелле кӑтартаҫҫӗ, хӑйсен ачисемпе мӑнукӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗнчи ҫак ытарайми илемлӗ кун сирӗн ҫемйӗрсене мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата телей сунатӑп. Ҫемье йӑлисене типтерлӗн сыхласа упрӑр. Сирӗн килӗрте яланах ачасен янравлӑ кулли илтӗнсе тӑтӑр тата савӑнӑҫ хуҫалантӑр!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев

Уважаемые жители Чувашской Республики!

Искренне поздравляю Вас с Днем Семьи, Любви и Верности.

Семья - это основа общества, в кругу родных и близких мы находим поддержку, любовь и понимание. Не зря говорят, что дерево держится корнями, а человек семьей. Становление семьи и укрепление семейных уз – это большой совместный труд и огромная ответственность.

В Чувашии уделяется большое внимание формированию основ семейных ценностей, обеспечению социальной защищенности семей с детьми. Государственная политика направленна на укрепление института семьи и улучшение демографической ситуации, что способствует росту количества многодетных семей – их сегодня более 18 тысяч. С 2020 года региональная система поддержки семей с детьми дополнилась 17 новыми мерами.

Семьи бойцов и ветеранов СВО – в зоне особого внимания Правительства страны и Чувашской республики. Мы делаем все возможное, чтобы они ощущали нашу заботу и участие. Реализуемый в Чувашии Комплексный план мероприятий по поддержке участников СВО и членов их семей включает не только меры социальной защиты, медико-психологическую реабилитацию, но и социализацию, а также помощь в переподготовке и устройстве на работу. 

Чувашия всегда славилась своими крепкими семьями. В 2024 году 50 лет семейной жизни отметят более 700 пар, более 240 пар – 55 лет, 102 пары - 60 лет, 34 пары – 65 лет, 2 пары – 70 лет. Честь и хвала юбилярам. Они своим примером демонстрируют верховенство любви и доброты, уважения друг друга, являются образцом для своих детей и внуков.

В этот прекрасный июльский день желаю вашим семьям добра, благополучия и счастья. Берегите и храните семейные традиции. Пусть в ваших домах всегда звучит детский смех и живет радость!

Глава Чувашской Республики Олег Николаев

Источник: https://cap.ru/news/2024/07/08/oleg-nikolaev-pozdravlyaet-s-dnem-semji-lyubvi-i-v

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники