Чӑваш Енӗн хисеплӗ çыннисем!
Паян пирӗн çӗршывра питӗ пӗлтерӗшлӗ уява – Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунне – паллӑ тӑваççӗ. Вӑл Раççей çар çыннийӗсен чун хавалӗн вӑйне, харсӑрлӑхӗпе çирӗплӗхне чаплӑлать.
Ҫак кун хамӑр çӗршывӑмӑрӑн паттӑрӗсене – Совет Союзӗн Геройӗсене, Раççей Федерацийӗн Геройӗсене, Ҫветтуй Георги орденӗн тата Мухтав орденӗн кавалерӗсене чыслатпӑр. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енре çуралса ӳснӗ çынсем те сахал мар.
Эпир паян Тӑван çӗршывӑн мӗн пур хастар хӳтӗлевçине аса илетпӗр, вӗсен хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхне пула пирӗн ҫӗршывӑмӑр 1941–1945 çулсенче хӑрушла йывӑрлӑха чӑтса ирттерсе хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварма пултарнӑ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи çулӗсенче халӑх историре халиччен пулман массӑллӑ паттӑрлӑх кӑтартнине палӑртса хӑварнӑ. Ун чухне кашниех Тӑван çӗршывшӑн хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр пулнӑ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин паттӑрӗсем – Раççей çар çыннийӗсен çӗнӗ ӑрӑвӗшӗн, ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансемшӗн хӑюлӑхпа хастарлӑх тӗслӗхӗ. Ҫар заданийӗсене калама çук кӑткӑс условисенче пурнӑçласа пирӗн салтаксем паян çӗршывӑмӑра чыслӑн та паттӑррӑн хӳтӗлеççӗ.
Раççей Геройӗн ятне паянхи куна пурӗ 300 çар çынни тивӗçнӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ – Чӑваш Республикинчен. Эпир Николай Петровпа, Дмитрий Семеновпа, Александр Старчковпа, Роман Шалаевпа чӑннипех мӑнаçланатпӑр. Вӗсен паттӑрлӑхӗ пирӗн ӑсӑмӑрта яланлӑхах юлӗ, чӗрере упранӗ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен тӑрӑха Чӑваш Енрен доброволецсем сахалӑн мар каяҫҫӗ, вӗсенчен кашниех, кирлӗ пулсан, ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр.
Ҫапӑҫури мухтавлӑ ӗҫӗсемшӗн мӗнпур Паттӑра пуҫ тайса тав тӑватӑп, эпир те, хамӑр енчен, вӗсене пулӑшас тата пӗрлехи вӑйпа Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тӑвӑпӑр!
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх тата Тӑван ҫӗршыв ячӗпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ О.Николаев
Уважаемые жители Чувашии!
Сегодня в нашей стране отмечается важный праздник — День Героев Отечества, славящий силу духа, отвагу, стойкость российского воинства.
Это день чествования наших соотечественников — Героев Советского Союза, Героев Российской Федерации, кавалеров ордена Святого Георгия и ордена Славы. Среди них немало уроженцев Чувашии.
Мы вспоминаем всех доблестных защитников Родины, благодаря которым наша страна выдержала страшные испытания и отстояла свою независимость в 1941–1945 годах. В Великую Отечественную войну было зафиксировано уникальное для истории явление массового героизма народа, когда каждый готов был пожертвовать собой ради жизни Родины.
Герои Великой Отечественной — образец доблести для нового поколения российских военнослужащих – участников специальной военной операции. Выполняя боевые задания в сложнейших условиях, бойцы с честью и мужеством защищают нашу страну сегодня.
Звания Героя России удостоены более 300 военнослужащих, из них 4 человека – из Чувашской Республики. Мы гордимся Николаем Петровым, Дмитрием Семеновым, Александром Старчковым, Романом Шалаевым. Их подвиг навсегда останется в нашей памяти и в сердцах.
В зону проведения спецоперации отправляется немало добровольцев из Чувашии, и каждый из них готов, если понадобится, отдать свою жизнь во имя будущего страны.
Низкий поклон всем Героям за их ратный труд, а мы в свою очередь сделаем все, чтобы поддержать их и совместными усилиями ускорить нашу Победу!
Желаю всем крепкого здоровья и новых успехов во имя Отечества!
Глава Чувашской Республики О.Николаев
Декабрь 2024 |