Хисеплĕ ҫар морякĕсем тата флот ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Хăйĕн историйĕн тăршшĕпех Тинĕс-ҫар флочĕ кăткăс та яваплă тĕллевсене пурнăҫласа, хăрушсăрлăх, ҫĕршывăмăр аталанăвĕпе хăвачĕн гаранчĕ пулса Раҫҫей хуралĕнче шанчăклă тăрать.
Чăваш Енре ҫамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас енĕпе хушма майсем йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Чăваш Республики Балти флочĕн ҫар чаҫĕсемпе социаллă пурнăҫ, культура, ҫарпа патриотизм сферисенче тачă ҫыхăну тытса ĕҫлес енĕпе тунă килĕшӳсене пурнăҫласа шефа илнĕ карапсем ҫинче пирĕн делегацисем, Чăваш Енĕн пултарулăх коллективĕсем пулаҫҫĕ. Ҫав шутра - «Чувашия» ракета катерĕ, «Ядрин», «Новочебоксарск» база тральщикĕсем, ҫавăн пекех чикĕ хуралĕн халь Тинĕс мухтавĕн музейĕ пулса тăнă «Чебоксары» катерĕ.
Ҫак уяв патшалăхăн тинĕс чиккисенче тăракансемшĕн кăна мар, ҫар служащийĕсен ҫемйисемшĕн, флот учрежденийĕсен ĕҫченĕсемшĕн, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тата Хĕҫ-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсемшĕн те хаклă.
Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Умри тĕллевсене пурнăҫлас тĕлĕшпе ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, ырлăх, Тăван ҫĕршывшăн пурнăҫлакан службăра ҫитĕнӳсем тума сунатăп! Тăванăрсемпе ҫывăх ҫыннăрсен тимлĕхĕ сирĕн чуна ăшăттăр, службăра пулăштăр!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев
Уважаемые военные моряки и ветераны флота!
Поздравляю вас с профессиональным праздником!
На протяжении всей своей истории Военно-морской флот беззаветно служит России, выполняя сложные и ответственные задачи, оставаясь гарантом безопасности, процветания и могущества нашей страны.
В Чувашии большое внимание уделяется созданию дополнительных возможностей для патриотического воспитания молодого поколения. В рамках соглашений о сотрудничестве в социальной, культурной и военно-патриотической сферах между Чувашской Республикой и войсковыми частями Балтийского флота организованы выезды делегаций, творческих коллективов Чувашии на подшефные корабли – среди которых одноименный гвардейский ракетный катер «Чувашия», базовые тральщики «Ядрин» и «Новочебоксарск», а также погранично-сторожевой корабль «Чебоксары», который теперь уже стал Музеем морской славы.
Этот праздник поистине дорог не только тем, кто стоит на страже морских границ государства, но и членам семей военнослужащих, работникам флотских учреждений, ветеранам Великой Отечественной войны и Вооруженных Сил.
Сердечно поздравляю вас с профессиональным праздником. Желаю успехов в выполнении возложенных задач, крепкого здоровья и благополучия, успехов в служении Отечеству! Пусть поддержка родных и близких согревает ваши сердца и помогает в службе!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Ноябрь 2024 |