Шкул умĕнхи вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп!
Эсир хăвăра пархатарлă та пысăк яваплă ĕҫе - ачасемпе вăй хурассине - халалланă. Ачасен тăнăҫлăхĕ, вĕсем чăн-чăн патриот пулса ҫитĕнни, Раҫҫей пуласлăхĕ шăпах сирĕнтен, сирĕн ăсталăхăртан килет.
Ача-пăчана ӳстерме-аталанма хальхи вăхăтпа килĕшӳллĕ условисем тăвассине, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессине патшалăх пысăк пĕлтерĕше хурать. Эпир ача сачĕсем ҫĕклетпĕр, ҫĕнететпĕр. Ҫав шутра «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хушма пĕлӳ паракан учрежденисене аталантаратпăр, воспитательсемпе педагогсене ҫĕнĕлле ĕҫлемешкĕн, тивĕҫлĕ шалу илмешкĕн условисем туса паратпăр.
Телейлĕ ачалăха халалланă 2023 ҫулта сирĕнпе пĕрле кĕҫĕн ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанмашкăн, хăйсен ҫул-йĕрне тупма пулăшма тата ытларах ĕҫ тăвасса иккĕленместĕп.
Хăвăр ĕҫĕре парăннăшăн, ачасенче ҫĕннине уҫас ăнтăлăва вăратнăшăн, ĕҫчен, ырă кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕшĕн сире тав тăватăп. Профессире ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, сывлăх, телей, тăнăҫлăх сунатăп!
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев
Уважаемые работники и ветераны дошкольного образования!
Поздравляю вас с профессиональным праздником!
Вы посвятили себя благородному делу – работе с детьми, которая требует огромной ответственности и самоотдачи. Именно от вас, вашей компетентности во многом зависит благополучие каждого ребёнка, воспитание граждан, настоящих патриотов и будущее России.
Создание современных условий для роста и развития детей, обеспечение их безопасности — безусловный приоритет государства. Мы строим и модернизируем детские сады, в том числе в рамках национального проекта «Демография», развиваем сеть учреждений дополнительного образования, создаем условия, чтобы воспитатели и педагоги были вовлечены в инновационную образовательную деятельность, внедряли передовые практики в работу, а их труд оплачивался достойно.
Убежден, что в 2023 году, который объявлен Годом счастливого детства, мы вместе с вами сделаем еще больше для всестороннего развития и самореализации юного поколения.
Благодарю вас за преданность своему делу, умение пробуждать в малышах любознательность, учить их трудолюбию, доброте и уважению к старшим. Желаю новых профессиональных достижений, здоровья, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Ноябрь 2024 |