Çавăн пек еткерлĕх те пулать

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 30.04.2025, 10:57 Просмотров: 43

Валентин Константинов Ют çын ачи

Чăваш кĕнеке издательствинче «Ют çын ачи» ятлă кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Авторĕ – Валентин Константинов. Кăларăмри произведенисене икĕ ушкăна пайласа вырнаçтарнă. Пĕрремĕ-шне «Чăт, тата кăштах чăт...» повесть, «Стандартсăр кинемей», «Ют çын ачи», «Алевтина», «Симĕс курăк, шурă лаша, кăвак тÿпе, Анукпа Хĕветĕр» калавсем кĕнĕ. Иккĕмĕш пайĕнче пĕтĕмпех шÿтлĕ-мыскараллă кĕске-кĕске хайлавсем.

Пĕр сумка кирпĕч тултарса Мускава выставкăна кайса килнĕ Сахрун Ваççильчран (мĕн тумастăн-ши чаплă пулас килнипе!), хĕрарăмсем умĕнчи хăюсăрлăхне пĕтерессишĕн хитре майра хыççăн лавккаран лавккана сĕтĕрĕнсе çÿресе пур-çук укçине кирлĕ мар япала туянса пĕтернĕ Миша Сорокинран (ăсĕ пур-ха ун, МГУ студенчĕ вăл), тикĕт пек хура сăнлă Сариванран (хура пулсан та хĕрарăмсем питĕ юратаççĕ мура), пĕр эрне пуринчен те пытанса пурăннă пуховăй качакаран (выльăхăн та сисĕмлĕх пурах çав), хурчăка мăшкăлĕ пулнă Уринепе Петĕртен (ах, çав сăра саккине!), ытти геройсенчен кулмасăр чăтма çук. Пурне те мар пулин те, ун йышшисене эпир хамăр хушăра та куратпăр вĕт. Шÿтлĕ хайлавсене пĕр ярăма пĕрлештерсе «Пурнăç мыскарасăр мар» ят панă.

Вулакана калаçтараканни, тавлаштараканни – пĕрремĕш пайра. «Тĕрĕслĕх пурах тĕнчере» ятлă вăл. Кунти кирек хăш калава вуласа тухсан та шухăша каймалли пурах. Ялта пурăнакан кинемей, хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут больницăна выртнăскер, пĕр килнĕ чух пĕтĕм чирĕнчен сываласшăн та – ун пек юрамасть иккен, сиплев стандарчĕ ирĕк памасть. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмех ĕнтĕ Кĕтерне. Вĕсем кăна сывлăхĕ çинчен шутламасăр кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеме пултараççĕ. «Ман анне пек»,– тейĕ вулакансенчен нумайăшĕ. Стандартсăр кинемей кирлĕ пулăшăва туллин илейменни кăштах пăшăрхантарать те, кăмăл хуçăлсах юлмасть. Мĕншĕн тесен лешĕ çынна шанса пурăнма хăнăхман, çутçанталăк мĕн панипе усă курса сывлăхне тытса тăма вĕреннĕ.

«Чăт, тата кăштах чăт...» повеçри эстрада юрăçи Маргарита, унăн упăшки пулнă Емцов, Маргаритăн çĕнĕ савнийĕ Аристарх пирки вулакансем тĕрлĕрен каласса малтанах пĕлсе тăратпăр. Аристарха ытлашши çемçешке пулнăшăн, Маргаритăна вара упăшкинчен уйрăличченех тепĕр арçынпа çывăхланнăшăн тиркекенсем те пулĕç, тен. Çапах та вулакан кăмăллăнах уйрăлать ку повеçĕн тĕп геройĕсемпе, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен телейне тупаççĕ. Пурнăçра пуриншĕн те явап тытма тивет. Авторăн çак шухăшĕ «Алевтина», «Симĕс курăк, шурă лаша, кăвак тÿпе, Анукпа Хĕветĕр» ятлă калавĕсенче те палăрать.

«Ют çын ачи» калав çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ватлăх çулĕсене çитнĕ çын, Василий Павлович, хăйĕн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерне сутса пĕр пÿлĕмлине куçать. Хваттер сутнă укçине вара пĕртен-пĕр хĕрне те мар, мăнукне те мар, урамра курса паллашнă Анатолие парать. Лешĕн пĕчĕк хĕрачи питĕ чирлĕ, ăна сыватма ют çĕршыв клиникине илсе каймалла, анчах укçа çук. Урамра тăрса пĕчĕккĕн тупкалать-ха вăл, анчах хăçан пухса çитерĕн кун пек, ачин сывлăхĕ вара кĕç-вĕç татăлса каяс çип пек.

«Ют çын ачи» калаври ĕç тĕп Мускавра пулса иртет. Чирлĕ ачисене сыватма укçа пухакансене кашни хуларах тĕл пулма пулать. Йĕркелĕхе хураллакансем асăрхаттарнă тăрăх, ун пеккисем хушшинче çынсен ырă кăмăллăхĕпе усă куракан ултавçăсем те пулма пултараççĕ. Василий Павлович та çакна пĕлмест мар. Пурнăç курнă çын чун-чĕри сисĕмлĕ: Анатолий суйманнине туять вăл.

Юрĕ, Анатолий чăннине калать тейĕпĕр. Анчах та пурне те пулăшса çитереймĕн, пурнăçра нушана кĕрсе ÿкекенсем сахал мар вĕт. Вулакана ĕнентерме тата витĕмлĕрех сăлтав кирлĕ. Василий Павловичăн пур çавăн пек сăлтав. Пач пĕлмен ют çынсене пулăшса вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тахçанах çĕре кĕнĕ ашшĕн парăмне татасшăн, кая юлса та пулин унăн чунне çăмăллăх кÿресшĕн. Василий Павловичăн ашшĕ вăрçă вăхăтĕнче летчик пулнă иккен, партизансем патне час-часах вĕçнĕ, вĕсем валли хĕçпăшал, апат-çимĕç леçнĕ, каялла килнĕ чух аманнисене илсе тухнă. Ун чухнехи çирĕп саккунсем приказран пăрăнма ирĕк паман. Çав çирĕплĕхе пулах пĕррехинче вăл чирлĕ пĕчĕк хĕрачана самолет çине илеймест. Вырăн çук ăна валли, летчикăн аманнă партизансене илсе тухмалла. Хăйĕн çапла тума тивнишĕн летчик çул тăршшĕпе куççуль юхтарать. «Халь пулсан хама айăпласса та пăхса тăмăттăм, лартса тухăттăм çав хĕрачана», – тесе ĕмĕрĕ тăршшĕпе ÿкĕнсе пурăнать Василий Павловичăн ашшĕ. Çав парăмпах çĕре кĕрет. Ăна канăç паман ÿкĕнÿ ывăлне куçать. Çавăн пек еткерлĕх те пулать иккен пурнăçра.

Василий Павлович чăннипех те ырă чĕреллĕ çын. Ан тив, кÿ-рентĕрех пĕртен-пĕр хĕрĕ, вăл выçă лармасть, çĕтĕк çÿремест, килсĕр те мар. Тулли пурнăçпа пурăнаканскерĕн ашшĕ патне пырса çÿреме те вăхăт çук авă.

Нушана кĕрсе ÿкнĕ çемьери ачана вилĕмрен çăлса хăварса ватă арçын хăйĕн чунĕ валли те канăçлăх тупать. Хÿтлĕх те, кил ăшши те парать ăна ют çемье.

Калав кирек камăн чунне те хускататех. Ахальтен мар унăн ятне кĕнеке хуплашкине кăларнă. Кĕнекене Г.Антонова редакциленĕ, И. Калентьева ÿнерçĕ илемлетнĕ.

Г. МАТВЕЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники