Чăваш Республикинче ĕçлесе пурăнакан 121,5 пин ытла çын хăнăхнă ĕç кĕнеки вырăнне унăн электронлă вариантне (ЭТК) суйласа илнĕ. Электронлă ĕç кĕнекинче çыннăн ĕçпе тивĕçтерекенсен отчечĕсенче кăтартнă даннăйĕсем пур, вĕсем Раççей Социаллă фончĕн пĕрлехи базинче упранаççĕ. Çак документра сотрудника хăçан ĕçе илнине, ăçта куçарнине тата хăçан ĕçрен кăларнине, çавăн пекех мĕнле должноçпа е специальноçпа, квалификаципе вăй хунине пĕлме пулать.
«Умĕнхи вариантпа танлаштарсан, электронлă ĕç кĕнеки унти информацие пурте тÿрех пĕлме пултарайманнипе, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен ертÿçĕсĕрех Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ-нче çын ăçта вăй хуни çинчен пĕлме май пулнипе уйрăлса тăрать. Тата электронлă документа мĕнле улшăнусем кĕртнине ĕçлекен çын хăех тĕрĕслесе тăма пултарать. Кунсăр пуçне ĕç кĕнекине çапла майпа çырса пыни дистанци мелĕпе ĕçе вырнаçма май парать, – тет Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи – Чăваш Енри Уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев.
Ертÿçĕ пĕр-пĕр предприятире миçе çул вăй хунине электронлă ĕç кĕнекине кĕртни стажа палăртма кирлĕ, ăна вара пенси шутласа панă чухне шута илеççĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ граждансене электронлă ĕç кĕнекинчи даннăйсене тăтăшах илсе тăма, ĕç кĕнекине тĕрĕс çырса пынине тĕрĕслеме сĕнеççĕ.
Электронлă ĕç кĕнекинчи сведенисене Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче харпăр хăй кабинетĕнче дистанци мелĕпе илме пулать. Ун çине цифра меслечĕпе алă пусса çирĕплетеççĕ, вăл документăн хут çинчи версийĕнчи пекех юридически вăйра тăрать, çавăнпа ăна ĕçпе тивĕçтерекен патне хуть те мĕнле майпа, çавăн пекех электронлă почтăпа та ярса пама пулать. Енчен те электронлă ĕç кĕнекинчи даннăйсем хут çинче кирлĕ пулсан, кунашкал документа Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи – Чăваш Енри Уйрăмĕнчи клиентсен службинче е МФЦра илме пулать. Уйрăм специалисчĕсем çак сведенисем тĕрĕс пулнине алă пусса тата пичет çапса çирĕплетсе параççĕ.
Д. МИХОПАРОВА.
Март 2025 |