Чугун çул, хăрушлăх, тимлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2025, 14:08 Просмотров: 198

Горький чугун çул ĕçченĕсем «Хăрушсăрлăхлă транспорт» асăрхаттару акцине хутшăнаççĕ. Вăл шкул ачисен çуркуннехи каникул кунĕсенче «РЖД» уçă йышши акционер обществин хамăр çĕршыври чугун çулĕсем çинче иртет.

Çак мероприятин тĕп тĕллевĕ – çула çитмен ачасемпе чугун çул çинче пулакан инкексенчен асăрхаттарасси, инженери сооруженийĕсем (руфинг), поездсен пассажирсене илсе çÿреме чарнă составĕсем çине ирĕк памасăр хăпарнине (зацепинг) чарса лартасси.

Мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен чугун çул ĕçченĕсем транспорт полицийĕн сотрудникĕсемпе пĕрле халăхпа, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсемпе, преподавательсемпе тата ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсем хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне туса ирттереççĕ. Асăрхаттару мероприятийĕсем вăхăтĕнче чугун çулпа çыхăннă инкексем çинчен калаçнисĕр, уçă уроксем йĕркеленисĕр пуçне хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса чугун çул транспорчĕн предприятийĕсенче экскурсисем те ирттереççĕ.

Чугун çулсем урлă ятарласа палăртман çĕрте каçса çÿрекен вырăнсенче магистраль çинче ĕçлекенсем граждансемпе ятарласа калаçусем ирттереççĕ, вăйра тăракан правилăсене пăхăнманни пурнăçшăн хăрушă пулни çинчен каласа ăнлантараççĕ. Çавăн пекех ятарласа уйăрман çĕрте чугун çул урлă каçнăшăн административлă явап тыттарма пăхни пирки те пĕлтереççĕ.

Палăртас пулать, 2024 çулпа танлаштарсан, çак çул пуçланнăранпа Горький чугун çулĕ çинче граждансем сахалрах аманнă. Хăйсен тимсĕрлĕхне пула 14 çын суранланнă. Граждансем чугун çул çинче аманнă тĕслĕхсене Чулхула облаçĕнче (6 тĕслĕх) тата Тутарстан Республикинче (3 тĕслĕх) ытларах шута илнĕ.

Горький чугун çулĕн ĕçченĕсем граждансем çак объектсем çинче суранланасран тăтăшах асăрхаттарса тăраççĕ. Инкексем ытларах пуйăс çывхарса килнине пăхмасăрах çынсем чугун çул урлă каçса кайма тăнипе, электротокпа сиенленнипе çыхăннă.

Аса илтеретпĕр: чугун çул – пысăк хăрушлăхпа çыхăннă вырăн. Горький чугун çулĕ граждансене харпăр хăйне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен правилăсене çирĕп пăхăнма, пуйăссем çÿрекен вырăнта тимлĕ пулма ыйтать, платформăсем çинче тăнă, вакунсене кĕрсе ларнă тата вĕсенчен тухнă, чугун çул урлă каçнă чухне мобиллĕ телефонсемпе, гаджетсемпе усă курмалла марри çинчен асăрхаттарать.

А. ЧЕРНЫШЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники