Укçа-тенкĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2025, 14:10 Просмотров: 210

Полицирен пулăшу ыйтнă

Мартăн 12-мĕшĕнче Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Козловский» пайне Куславкка муниципалитет округĕнче пурăнакан пĕр çын пынă, хăйне улталани çинчен каласа панă.

Икĕ кун каялла ун патне ултавçăсенчен хÿтĕлес тата арçын ячĕпе кредит илесрен асăрхаттарас тĕллевпе Росфинмониторинг сотрудникĕ шăнкăравланă иккен. Вăл лешĕ каланине ĕненнĕ те палламан çын сĕннипе Шупашкарта вырнаçнă «Газпромбанк» банкомат терминалĕ урлă 990 пин тенкĕ куçарса панă. Сăмах май каласан, арçын унта ултавçă чĕнсе панă таксипе çитнĕ. Ку факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă.

Асра тытăр! Ултавçăсем тĕрлĕ майсем шухăшласа кăлараççĕ: хăйсемпе банкра, право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлетĕп тесе паллаштараççĕ тата ытти те. Вĕсен умĕнче пĕртен пĕр тĕллев – хуть те мĕнле майпа сиртен укçа илесси, банк карттин номерĕсене тата «смсри» кодсене пĕлесси. Хăвăрпа телефонпа çыхăннă çын пирки иккĕленетĕр пулсан, тÿрех 02 номерпе полицие шăнкăравлăр.

Ултавçăсен серепине лекесрен

Мартăн 14-мĕшĕнче Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн следстви уйрăмĕ Куславкка муниципалитет округĕнче пурăнакан пĕр çыннăн «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен (функцийĕсен) Пĕрлехи порталĕ» информаци системинчи харпăр хăй кабинетне ирĕк памасăр кĕнĕ факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă.

Февралĕн 17-мĕшĕнче телефонпа калаçнă вăхăтра палламан çын хăй пирки газ службинче ĕçлени, газ счетчикне улăштармалли çинчен пĕлтернĕ. Ултавçă çапла майпа унăн Патшалăх пулăшăвĕсен системине кĕмелли кодне ыйтса пĕлнĕ. Ун хыççăн малтанхи пароле улăштарнă, çавна пула унăн хуçи текех харпăр хăй кабинетне кĕме плтарайман. Ку факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă, следстви пырать.

Ултавçăсен серепине лекес мар тесен, 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен «Патшалăх пулăшăвĕсем» сервис урлă харпăр хăй ирĕкĕпе банксенче е финанссемпе ĕçлекен организацисенче кредит (заем) илме килĕшменни çинчен малтанах пĕлтерсе хумалли майпа усă курма пултаратăр. Уншăн укçа тÿлемелле мар.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники