Халь те çĕнтеретпĕрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2025, 15:36 Просмотров: 2018

Вăрçă пĕтнĕ, вăрçă пĕтнĕ

Хĕрĕх пиллĕкмĕш çулта.

Аннесем мĕн чухлĕ кĕтнĕ

Çак чечеклĕ вăхăта!

 

Юн çеç мар, куççуль те юхнă

Пирĕн халăх çыннисен.

Çĕнтермешкĕн тÿсĕм пухнă

Фронт валли ĕçлекенсем.

 

Чăтнă, хăнăхнă, вĕреннĕ

Выçлăн-тутлăн пурăнма.

Кунĕн-çĕрĕн ĕмĕтленнĕ

Çĕнтерÿ кунне курма.

 

Митингсемсĕр, палăксемсĕр

Халĕ пирĕн пурнăç çук.

Кулленех аса илсемĕр:

Май уявĕ вăл – кун-çул...

 

Майăн тăххăрмĕшĕ – пирĕн

Тăвансемшĕн тĕп уяв.

Нациста сунатпăр çирĕп

Ункă, суд, тĕрме, пăяв...

Михаил АНДРЕЕВ.

Куславкка хули.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники