Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2025, 11:35 Просмотров: 27

Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕ Куславккара пурăнакан, темиçе преступлени тунăшăн айăплакан икĕ арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ.

31 тата 46 çулхи арçынсене 161-мĕш статьян 2-мĕш пайĕнчи «а» тата «г» пункчĕсенче пăхнă преступленисене тунăшăн (темиçе çынпа малтан калаçса татăлнă хыççăн вăйпа пусахласа çаратнăшăн) тата РФ Уголовнă Кодексĕн 158-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнчи «г» пунктĕнче асăннă саккуна хирĕçле ĕçшĕн (темиçе çынпа малтан калаçса татăлса банкри счетран укçа вăрланăшăн) айăплаççĕ. Çулĕпе кĕçĕннине çавăн пекех РФ Уголовнăй Кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тунăшăн айăплама йышăннă. Вăл çывăх тăванне хĕнесе унăн сывлăхне вилмеллех сиенлетнĕ.

Тĕрмерен таврăннă хыççăн хăйĕн 70 çулхи асламăшĕ патĕнче пурăннă 31 çулхи çамрăк кăçал мартăн 17-мĕшĕнче унпа хирĕçсе кайнă та лешне кăкăр кăшкарĕ-нчен темиçе хутчен урисемпе тапса хĕненĕ. Аяк пĕрчисене хуçса пĕтернине, ÿпкине çурса янине пула хĕрарăм кăштах вăхăтран вырăнтах вилсе кайнă.

Судпа айăпланакансем июнĕн 1-мĕшĕнче Куславккара палламан çын магазинран тухнине курнă та ăна çаратма шутланă. Усал шухăш тытнă арçынсем ун хыççăн утнă, каярах пĕр урамра арçын çине тапăннă, пуçĕнчен тата кĕлеткинчен алли-урисемпе çапнă, тапнă, лешĕн кĕсйинчен сотовăй телефон, банк карттине, укçа тата апат-çимĕç ?пурĕ 5 пине яхăн тенкĕлĕх% туртса илнĕ. Çав кунах кăшт каярах вĕсем Куславккари пĕр кафере хăналаннă, ĕçме-çимешĕн темиçе хутчен те хăйсем çаратнă арçыннăн банк карттипе тÿленĕ.Çапла майпа ăна 4 пин тенкĕ ытла сиен кÿнĕ.

Следователь ыйтнипе суд икĕ арçынна та ирĕкрен хăтарма йышăннă. Палăртас пулать, вĕсенчен кашнинех унччен уголовнăй майпа айăпланă пулнă, çав шутра çынна хирĕç йывăр тата уйрăмах йывăр преступлени тунăшăн та. Çитменнине тата маларах асăннă преступленисене тунă чухне иккĕшĕ те административлă асăрхавра тăнă пулнă.

Следователь вĕсен айăпне çирĕплетсе памалли фактсем çителĕклĕ пуçтарнă, уголовнăй ĕçе судра пăхса тухма ярса панă.

А. ГОЛИЦЫН.

Добавить комментарий

Последние комментарии