Хусана та, каялла та - таксипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2025, 11:38 Просмотров: 34

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 90 çулхи хĕрарăм ултавçăсене 1 миллион тенкĕ парас тесе Хусана таксипе кайса килнĕ.

Ун патне стационар телефонĕ çине хăйĕнпе «çыхăну компанийĕн ĕçченĕ» тесе паллаштарнă çын шăнкăравланă, абонент тÿлевне пĕчĕклетес сăлтавпа паспортри даннăйсене ыйтса пĕлнĕ. Кайран кинемей патне «йĕрке хуралçинчен» шăнкăрав килнĕ, вăл вара унăн укçине такам Раççейпе туслă мар çĕршыва куçарма пултарнине пĕлтернĕ, счетне тĕрĕслеме хушнă.

Хĕрарăм ывăлне тата банк ĕçченĕсене тăванĕсене пулăшмалла тесе ĕнентернĕ, банка кайса хăйĕн счечĕ çинчен 1 миллион тенкĕ илнĕ. Ывăлĕ кăшт аяккарах пăрăнсан ултавçăсем чĕнсе панă такси çине кĕрсе ларнă та Хусана вĕçтернĕ. Унта код сăмахне каланă арçынна çав укçана тыттарнă. Каялла та таксипех таврăннă.

Çав кунах Шупашкарта пурăнакан 67 çулхи хĕрарăма çавнашкал меслетпе улталанă. Вăл Хусана кайнă та палламан çынна килĕнче тытнă 450 пин тенкĕ укçине парса хăварнă.

Илсе кăтартнă икĕ тĕслĕхре те хĕрарăмсем банкра ĕçлекенсем ултавçăсен хăтланăвĕ çинчен асăрхаттарнине итлемен, укçа чăннипе мĕн тума кирлĕ пулнине ăнлантарса паман.

Асăннă фактсем тăрăх уголовнăй ĕçсем пуçарнă. Çак преступленисене тунă çынсене тупса палăртас тĕлĕшпе оперативлă мероприятисем ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии