«Хăрушсăр счет»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2025, 11:42 Просмотров: 276

ВТБ банк менеджерĕ Михаил Осипов тивĕçлĕ канури арçынна ултавçăсене 7 миллион тенкĕ куçарса парасран çăлнă.

Ĕç-пуç çапла пулнă. Ватлăх енне сулăннă арçын банка пырса пухнă укçине йăлтах, процентсем çухалнине пăхмасăр, илесшĕн пулнă. Хăй питĕ пăлханнă. Менеджер сисчĕвленнĕ, пĕр иккĕленмесĕр йĕрке хуралçисене чĕнсе илнĕ.

Кайран çакă паллă пулнă: ватă арçын çĕрĕпе «ятарлă службăсен» ĕçченĕсемпе калаçнă-мĕн. Лешсем унăн укçи хăрушлăхра пулнине, ăна пĕр тăхтаса тăмасăр «хăрушсăр счет» çине куçармаллине ĕнентернĕ.

Тимлĕ пулнăшăн Михаил Осипова Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Языковăн Тав хучĕпе чысланă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники