Йĕплĕ пралук леш енне - нумай çуллăха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2025, 15:26 Просмотров: 14

Куславккара пурăнакан пĕр хĕрарăма тăванне вĕлернĕшĕн нумай çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă.

Суд Раççей Федерацийĕн Чăваш Енри Следстви комитечĕн следстви органĕсем 61 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе пухнă фактсем ун пирки айăплав приговорĕ йышăнма çителĕклĕ тесе палăртнă. Ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 105 статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тунăшăн (çын вĕлернĕшĕн) айăплаççĕ.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, кăçал августăн 4-мĕшĕнче вăл виççĕмĕш сыпăкри тăванĕпе пĕрле хăйĕн килĕнче эрех ĕçсе ларнă. Кĕтмен çĕртен вăрçăнса кайнă хыççăн хĕрарăм аллине пуртă тытнă та ăна темиçе хутчен пуçĕнчен çапнă. Суранланса пĕтнĕ 60 çулти арçын кăштах вăхăтран çавăнтах вилсе кайнă.

Судпа айăпланă хĕрарăм тăванне хĕнесе пĕтернине тĕрлĕ фактсем, çав шутра вĕсене пĕлнĕ çынсем те, ĕçе тĕпченĕ чухне ирттернĕ эскпертизăсем те çирĕплетсе панă.

Суд приговорĕпе хĕрарăма сакăр çул та ултă уйăхлăха ирĕкрен хăтарма йышăннă, пĕрлехи режимлă ĕçпе юсанмалли колоние ăсатмалла тунă.

Е.ЗАХАРОВ,

Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи следстви управленийĕн Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçин заместителĕ, юстицин аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники