Ĕçкĕ ырă тумасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.12.2025, 15:36 Просмотров: 17

Куславкка муниципаллă округра пурăнакан 39 çулти арçынна автомобиль рулĕ умне каллех ÿсĕрле ларнăшăн ирĕкрен хăтармалла тунă. Кун пирки Чăваш Ен прокуратурин пресс-служби каласа панă.

Судра палăртнă тăрăх, эрех ĕçсе машинăпа çÿренĕшĕн арçыннăн водитель правине туртса илнĕ, административлă майпа явап тыттарнă пулнă. Анчах та куншăн вăл пĕрре те кулянман. Кăçал августăн 20-мĕшĕнче çĕрле 10 сехет çитеспе каллех эрех ĕçнине пăхмасăрах хăй пĕлекен хĕрарăмăн çăмăл машинипе çула тухнă. Вырăнти кафесенчен пĕрин умĕнче ăна Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем тытса чарнă. Вăл ÿсĕрри паллă пулнă.

Тепĕр темиçе кунран, тĕрĕсрех, августăн 26-мĕшĕнче кăнтăрла иртсе 3 сехет патнелле арçынна татах тытса чарнă. Ку хутĕнче вăл арăмĕн машинипе ярăнма тухнă, руль умĕнче каллех ÿсĕр пулнă. Юрать-ха Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем вăхăтра унăн çулне пÿлнĕ, медицина ĕçченĕсем арçын эрех ĕçнине çирĕплетсе панă.

Судра вăл хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Анчах та пĕр хутчен çеç мар ÿсĕрле руль умне ларнине тата прокуратура çавăншăн хытах айăплама ыйтнине шута илнĕ те арçынна ĕçпе юсанмалли çирĕп режимлă колоние пĕр çулталăклăха ăсатмалла тунă. Çавăн пекех водитель тĕлĕшпе пĕр çул та ултă уйăх таран транспортпа çÿ- ремелле мар тесе йышăннă. Кунсăр пуçне тата прокуратура ыйтнипе суд унăн арăмĕн «Nissan Almera» маркăллă çăмăл машинине те конфискациленĕ.

Ку истори эрех ĕçсе руль умне ларни штрафланăсăр пуçне хăçан та пулин ĕçпе юсанмалли колоние илсе çитернине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Куславкка çыннин ÿсĕрле çулçÿревĕсем юрать-ха пысăк инкекпе вĕçленмен.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники