Хĕре çывăрттарса янă, çаратнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.12.2025, 15:47 Просмотров: 20

Декабрĕн 11-мĕшĕнче Раççей Шалти ĕçсен министерствин Шупашкар хули тăрăхĕнчи управленийĕн 2-мĕш полици пайĕнчен пулăшу ыйтса пĕр хĕр пынă. Вăл хăйне çывăрттарса яни, хваттерĕнчен 5 миллион та 400 тенкĕ илсе кайни çинчен пĕлтернĕ.

Çав укçана темиçе çул хушши хваттер туянма пухни, банкра упрани паллă пулнă. Инкеке лекнĕ-скер çавăн пекех кун умĕн хăйĕ- нпе пĕрле пурăнакан çирĕмри хĕр унран кивçен укçа ыйтни çинчен пĕлтернĕ. Çавăнпа полици сотрудникĕсем чи малтанах ăна шыраса тупма шутланă. Кăштах вăхăтран ун патне ултавçăсем шăнкăравлани паллă пулнă. Вĕсене ĕненсе, хайхи хĕр, Шупашкарта пурăнаканскер, хăйĕн 700 пин тенкине палламан çынсене куçарса панă. Унтан ăна хĕр тусĕн укçине те «декларацире» кăтартма ыйтнă, çавăнпа курьертан парса яма, Чулхулана кайса «ФСБ сотрудникĕсем» хушнине пурнăçлама кирли çинчен каласа ĕнентернĕ. Укçа хуçи нимĕн те ан пĕлтĕр тесе, ултавçăсен серепине лекнĕ хĕр çывăрттарса ямалли эмел туяннă, ăна хĕр тусĕн апачĕ тата чейĕ çине ярса панă, унтан лешĕ çывăрнă вăхăтра палламан çынсем телефонпа мĕн тума хушнине веçех пурнăçланă.

5 миллион та 400 пин тенкĕ вăрланă тесе шутлакан хĕре Шупашкарти уголовнăй шырав сотрудникĕсем Чулхуçа облаçĕнче тытса чарнă. Çакăн хыççăн вăл хăйĕнпе мĕн пулса иртни çинчен пĕр пытармасăр каласа кăтартнă. Ун тĕлĕшпе халĕ уголовнăй ĕç пуçарнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники