Куславкка район прокуратури хамăр округра пурăнакан 34 çулхи арçынна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 264.1 статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тунăшăн патшалăх енчен айăпланипе килĕшнĕ.
Судра палăртнă тăрăх, кăçал сентябрĕн 20-мĕшĕнче каçхине 6 сехет çитеспе Аманик çынни транспортпа ÿсĕр çÿренĕшĕн хăйне административлă майпа айăпланине пăхмасăрах Çăкалăх ялĕнче эрех ĕçнĕ хыççăн регистрацилемен мопедпа килне кайма тухнă. Çул çинче ăна Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем тытса чарнă. Медицина тĕлĕшĕнчен сывлăхне тĕрĕсленĕ чухне водитель ÿсĕрри паллă пулнă.
Арçын хăйĕн айăпне йышăннă. Патшалăх айăплавçи пĕлтернине шута илсе, пĕр хутчен çеç мар ÿсĕрле автомототранспортпа çÿренĕшĕн суд ăна 200 пин тенкĕлĕх штрафлама, малашне транспорт хатĕрĕн рулĕ умне лармалла мар тума йышăннă
Прокуратура ыйтнипе суд унăн мопедне конфискациленĕ. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.
Декабрь 2025 |
