Пĕрремĕш паттăр урамĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.08.2026, 13:36 Просмотров: 12

Шупашкарти пĕр урам Вячеслав Винокуров ячĕпе хисепленет. Çĕнĕ Шупашкарти чи пысăк урама та ун ятне панă. Винокуров ячĕллĕ урам пирĕн Куславккара та пур. Пĕлес килет, мĕнпе палăрнă-ши вăл?

В. Николаева.

Вячеслав Петрович Винокуров - Совет Союзĕн Геройĕн ятне илнĕ Чăваш Енĕн пĕрремĕш паттăрĕсенчен пĕри. Вăл Новосибирск тăрăхĕнче 1913 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă, ачалăхĕ ашшĕ-амăшĕн тăван хулинче - Шупашкарта иртнĕ. ФЗУ шкулĕ хыççăн Вячеслав автобазăра слесарьте ĕçленĕ. Вунсаккăр тултарсан йĕкĕт хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. Икĕ çул службăра тăнă хыççăн командовани ăна Саратоври танкистсен училищине вĕренме янă. 1936 çулта Вячеслав Винокуров кĕçĕн лейтенанта Инçет Хĕвелтухăçĕнчи çар чаçĕсенчен пĕринче службăра тăма палăртнă.

1938 çулта яппун çарĕсем Совет Союзĕн территорине тапăннă. Июль уйăхĕн вĕçĕнче Хасан кÿлли çывăхĕнче юнлă çапăçусем пынă. Шăпах çавăнта палăрнă та пирĕн ентеш. Взвод командирне августăн 6-мĕшĕнче Япони салтакĕсемпе кĕрешнĕ чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Ленин орденĕпе чысланă тата Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Танк батальонĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ хыççăн ентеш совет-финн вăрçине хутшăннă. Карелири икĕ утрава пĕрлештерсе тăракан ансăр хушăк çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче унăн танкĕ мина çине пырса кĕнĕ, арканнă. Мина ванчăкĕ сылтăм урин тупанне касса кайнă. Ленинградри госпитальте ăна операци тунă, аманнă урине касма тивнĕ. Анчах та Винокуров парăнман, протезпа пулин те каллех çар чаçне таврăннă, танк командирĕ пулса тăнă. Тус-юлташĕсем ăна «Танк çарĕсенчи Маресьев» теме пуçланă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă çул Вячеслав Винокуров капитан М.В. Фрунзе яĕллĕ академире вĕреннĕ. Ăна пĕтерсен паттăр танкиста Хĕвел Анăç штабне янă, танкистсен 200-мĕш бригадин командирĕ пулма çирĕплетнĕ.

Вячеслав Винокуров 1942 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Смоленск çывăхĕнчи Сычевка хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенчен пĕринче пуçне хунă.

Çапăçури паттăрлăхпа хăюлăхшăн Вячеслав Петрович Винокурова Ленин, Хĕрлĕ Ялав (икĕ хутчен) орденĕсемпе, Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе тата нумай медальпе наградăланă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники