Шупашкара каймасăрах

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.07.2024, 15:09 Просмотров: 1394

Логотип

Районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра Республикăри клиника онкологи диспансерĕн куçса çÿрекен маммологи комплексĕ ĕçлерĕ.

Сĕт-çу парĕсен ракĕ хĕрарăмсем хушшинче час-часах тĕл пулакан онкологи чирĕ шутĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Паянхи куна ăна хирĕç кĕрешмелли пĕртен-пĕр шанчăклă меслет – чире чылай малтан тупса палăртасси. Маммологи комплексĕ ĕçленĕ вăхăтра Куславкка муниципалитет округĕнчи 368 хĕрарăм хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Эвелина Родионовăпа Марина Гаврилова кунсерен 30 ытла хĕрарăма йышăнчĕç. Хăшпĕр кун йышăнăва пынисен йышĕ 50 çынран та иртрĕ.

«Маммографи – питĕ тухăçлă меслет, вăл чире вăраха кайиччен тупса палăртма май парать. Сывлăха тĕрĕсленĕ чухне сиен кÿменпе пĕрех. Хĕрĕхрен иртнĕ кашни хĕрарăм икĕ çулта пĕр хутчен те пулин кăкăр парне тĕрĕслеттерме тивĕçлĕ», – тет Куславкка районĕнчи тĕп больницăн аслă медсестри Татьяна Аксютенкова.

«Хамăр хуларан ытти çĕре каймасăрах маммографи тĕрĕслевĕ ирттерме май тупса панăшăн пурне те тавтапуç. Пенсире пулнă май, мана республикăри больницăна кайса çÿреме пĕрре те çăмăл мар, çул укçи те самаях тăкаклă», – хушса хучĕ тĕрĕслеве пынă хĕрарăмсенчен пĕри.

Аса илтеретпĕр, маммографи диспансеризаци шутне кĕрет, ăна тÿлевсĕр ирттереççĕ, кăкăр парне тĕрĕслеттерес тесен районти тĕп больницăн медицина профилактикин пÿлĕмне пымалла. Тата çакна каласа хăвармалла: хĕрарăмсен маммографи тĕрĕслевне йĕркелеме куçса çÿрекен ятарлă хатĕр уйăрса параççĕ, ку пĕтĕмпех «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» программипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Вăл çак хăрушă чире вăхăтра тупса палăртма май парать.

Раççейре наци проекчĕсем 2019 çултанпа Владимир Путин Президент указĕсемпе килĕшÿ-ллĕн пурнăçланса пыраççĕ.

Е. ПИТОМЦЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии