Чăваш Республикин территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» акци ирттереççĕ. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ – мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен, иккĕмĕшĕ – октябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен. Ăна çула çитмен ачасемпе çамрăксем хушшинче наркомани сарăласран асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ.
Наркотиклă япаласем сутассипе çыхăннă преступленисем общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, наркомансен сывлăхне кăна мар, йĕри-таврари ытти çынсенне те пĕтерме пултараççĕ. Наркотиксем çынна хăйĕн пуçĕпе шухăшлама памаççĕ, преступлени çулĕ çине тăратаççĕ, инкек патне илсе пыраççĕ, туслăха, çемьене аркатаççĕ, вĕсене пула сусăр ачасем çуралаççĕ, тĕрлĕрен чирсем тухаççĕ.
Чăваш Республикинче юлашки çулсенче наркотиксем енĕпе пулнă лару-тăрăва тишкерни çакна кăтартса панă: саккуна пăсса наркотиксем сутасси регионшăн çивĕч ыйту пулса тăрать, унăн умне хăрушлăх кăларса тăратать, демографие тата социаллă пурнăçпа экономикăна сиен кÿрет. Çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан таварсем сутнăшăн РФ Уголовнăй кодексĕн 228-мĕш статйипе явап тыттараççĕ. Явапĕ вара питĕ çирĕп, условнăй явап çинчен сăмах та пулма пултараймасть.
О. ИВАНОВА,
«Козловский» шалти ĕçсен пайĕн аслă инспекторĕ, полици майорĕ.
Ноябрь 2024 |