Бизнеса аталантарма çул уçă

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 07.06.2024, 13:22 Просмотров: 1474

Логотип Малое и среднее предпринимательствоРаççейре «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проектне пурнăçа кĕртме кăçал 68 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутра Чăваш Енри пайтаçăсене пулăшма 57 млн тенкĕ тăкакланмалла.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕн пур сферăра тымар ячĕ. Çав шутра агропромышленноç комплексĕнче те сарăлса пырать. Наци проекчĕсем, патшалăх программисем бизнеса аталанма çул уçрĕç тейĕн. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пайтаçăсем çăмăллăх кредичĕпе, лизингпа усă курма, производствăна аталантарма грант, субсиди илме пултараççĕ.

2019 çултанпа, наци проекчĕ хута кайнăранпа, çĕршыври пайтаçăсене çăмăллăх кредитне тĕрлĕ банкран триллион ытла тенкĕлĕх панă. Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕпе 2019-2023 çулсенче «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проектне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 321 млрд тенкĕ тăкакланă. Патшалăх пулăшăвĕ вун-вун çынна бизнеса пуçăнма хавхалантарнă. Асăннă тапхăрта çак сферăра тăрăшакансен йышĕ 31 миллиона çитнĕ. Вĕсен çĕршыв экономикин аталанăвне хывакан тÿпи 20 процентпа танлашнă.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пайтаçăсем 130 млрд тенкĕлĕх çăмăллăх кредитне илнĕ. Укçа-тенке производствăна, технологи компанисене, туризма, ытти отрасле аталантарма янă. Кредитăн 70 проценчĕ пĕчĕк бизнеспа çыхăннă. Республикăра кăçал пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕревлеме 663 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш кварталта Чăваш Енри Гаранти фончĕ поручитель пулса 395 миллион тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Çапла майпа бизнеса 1,15 млрд тенкĕ явăçтарма май килнĕ.

Регионти предпринимательлĕх валли цифра платформи те хута кайнă. Продукци туса илни кăна сахал, ăна тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле. Пайтаçăсем тĕнче рынокне те çул хываççĕ. Вĕсене Чăваш Енри экспорт енĕпе пулăшакан центр та курăмлă тÿпе парать. Унăн ертÿçи Артем Захаров палăртнă тăрăх, иртнĕ çул «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх», «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн центр пулăшăвĕпе 397 пайтаçă усă курнă. Пĕтĕм тĕнчери куравсене хутшăнни чикĕ тулашĕнче çыхăнусене йĕркелет. Кăçал сакăр мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам бизнес тĕнче рынокне те çул такăрлатать. Акă Канашри «АРКТО» компани – «Çулталăкри экспортер» республика конкурсĕн çĕнтерÿçи. Округра «Машина тăвакансен сферинче çулталăкри экспортер» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă. Предприяти холодильник шкапĕсене Раççейре кăна мар, ытти çĕршыва та ăсатать. Виçĕ çулта продукцие чикĕ леш енне 15 млн долларлăх сутнă.

Пайтаçăсен пĕлĕвне ÿстерме вĕренÿ курсĕсем те йĕркелеççĕ. «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕ ял бизнесне аталантаракансене пулăшма йышăннăскер. Унта вĕреннисенчен производство йĕркелекен сахал мар.

Сăмах май

2021 çултанпа Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви пĕчĕк тата вăтам бизнеса оборудованисем туянма кайнă тăкаксен 30 процентне саплаштарма пулăшать. Вĕсене тивекен чи пысăк субсиди – 10 млн, ĕçе пуçăнакансен – 1,5 млн тенкĕ. Çак тапхăрта 65 пĕчĕк тата вăтам бизнеса 80 миллион тенкĕ субсиди уйăрнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники