Чăваш Енре çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче туристсен сезонĕ уçăлнă – Шупашкартан Хусана тата Сĕвене пассажирсене илсе çÿ- рекен «Валдай» теплоход çула тухнă. Вăл кунсерен ирхине сакăр сехетре тапранать. Тутарстанăн тĕп хулинчен каялла Чăваш Ене – 16 сехетре, Сĕверен 14 сехет те 30 минутра тухать.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, Атăл юхан шывĕ тăрăх çĕнĕ маршрутсем уçни Чăваш Ене туристсене илĕртме май парать. 2023 çулта Шупашкара Атăл тăрăх 90 пин çын килнĕ.
Кăçал «Валдайпа» çула тухма пĕр еннелле билет хакĕ çитĕннисем валли – 680 тенкĕ, 5-10 çулсенчи ачасемшĕн – 340 тенкĕ. Пилĕк çултан кĕçĕнреххисене «Валдая» тÿлевсĕр, анчах уйрăм вырăнсăр, лартаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хăйĕ-нпе пĕрле тĕпренчĕкĕн çуралнине ĕнентерекен хутне илмелле. Билетсене Шупашкарти юхан шыв порчĕн сайтĕнче те туянма пулать.
Аса илтерер: «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн республика туризм инфратытăмне аталантарать. Акă Шупашкар заливне тата Атăлçи тăрăхĕнче чи вăрăм пулса тăнă Мускав çыранне хăтлăлатнă. «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регионта икĕ проект пурнăçлаççĕ: туризм инфратытăмне аталантараççĕ тата туристсем валли продукци туса кăлараççĕ. Республикăшăн ку – пĕлтерĕшлĕ ыйту. 2030 çул тĕлне социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн планĕпе килĕшÿллĕн республикăна пĕр миллион çур туриста илĕртесшĕн.