Графикпа килĕшÿллĕн

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 05.07.2024, 15:11 Просмотров: 447

IMG 1125

Логотип Безопасные и качественные дорогиСĕнтĕрвăрри округĕнчи Октябрьски ялĕнче Мăн Энĕш юханшывĕ урлă хывнă кĕпере тĕпрен юсаççĕ. Вăл «Атăл» – Сĕнтĕрвăрри – Куславкка» трассăн 11-мĕш километрĕ-нче вырнаçнă. Ĕçсене «Хăрушсăрлăхлă паха çулсем» наци проекчĕ шучĕпе пурнăçлаççĕ.

Юсава вĕçленĕ хыççăн кĕпер 49 метр вăрăмăш пулмалла. Иртнĕ эрнере специалистсем унта 24 метр тăршшĕ тата кашниех 40 тонна таякан 12 тимĕр-бетон кашта вырнаçтарса пĕтернĕ. Халĕ ку объектра ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Проектпа килĕшÿ-ллĕн унта шыв юхса тухмалли системăпа тасатмалли сооруженисем те пулмалла. Кĕпер икĕ енĕпе çуран çÿрекенсем валли çул хываççĕ, ăна каçхине çутатса тăмалла тăваççĕ. Пĕтĕм ĕç-пуç графикпа палăртнă йĕркепе пулса пырать. Халлĕхе ку объект 40 процента яхăн хатĕр тесе палăртаççĕ. Кĕпере кăçал октябрь уйăхĕнче хута ямалла, ăна тĕпрен юсама 83 миллиона яхăн кирлĕ пулать.

«Кăçал регионти тата вырăнти çул-йĕр çинчи искусственнăй сооруженисене нормативпа килĕшÿ- ллĕн йĕркене кĕртме 570 миллион тенкĕ куçарма палăртнă, çав шутра 245,6 миллион – федераллă бюджетран. Паянхи куна пысăк пĕлтерĕшлĕ 5 сооруженире ĕçсем пыраççĕ, кăçалах вĕсенчен тăваттăшне хута яма пăхнă, тепĕрне вара – килес çул», – тет республикăн транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники