Чăваш музыкин фестивалĕ кĕтет

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 07.02.2025, 14:53 Просмотров: 227

Февралĕн 8-мĕшĕнче регионта чăваш музыкин XIV фестивалĕ уçăлать, вăл уйăх вĕçлениччен пырать. Кун пирки республикăри Культура министерстви хыпарлать.

Чăваш Ен культурăпа национальноçсен ĕçĕн тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, мероприяти программи тĕрлĕ енлĕ тата питĕ пуян пулĕ. Куракансене профессиллĕ артистсемпе студентсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Вĕсем чăвашсен йăлана кĕнĕ культурине тата паян ун çине мĕнле пăхнине кăтартса парĕç.

Фестивальпе çыхăннă паллă кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче А. Галкинăн «Дорога лебедей» («Хуркайăк çулĕ») балечĕпе уçăлĕ.

Программăпа килĕшÿллĕн кăçал куракансене балетсемпе оперăсем, гала-концерт тата ытти мероприятисем кĕтеççĕ. Çавăн пекех фестиваль ĕçленĕ вăхăтра «Чăвашсем – вăхăт юхăмĕнче» выставкăпа, Раççей тава тивĕçлĕ тата Чăваш Ен халăх художникĕн Праски Виттин (Виталий Петров) произведенийĕсемпе паллашма пулать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники