Чăваш писателĕсем – фронтра

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 07.02.2025, 14:57 Просмотров: 1090

40139

Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели на фронте» кăларăмăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă. Ăна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Дмитрий Литаврин.

Издательствăра пĕлтернĕ тăрăх, кĕнекене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă чăваш писателĕсемпе Чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ вырăсла çырма пултарнă çыравçăсене кĕртнĕ. «Кăларăм вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать, унта вăрçă темипе хайланă произведенисене кĕртме тăрăшнă. Пĕрремĕш кĕнекене поэзи тата проза жанрĕпе çырнă хайлавсем кĕнĕ»,– хыпарланă издательствăра. Авторсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă.

Иккĕмĕш кĕнекене проза тата драматурги жанрĕпе çырнă хайлавсем кĕрĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники