Тухăç – юр айĕнче

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 07.02.2025, 14:57 Просмотров: 1080

Чăваш Енри çĕрĕçченĕсем 2025 çулта пухса кĕртме кĕрхи культурăсем пĕлтĕр 89 пин гектар акса хăварнă. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче каласа панă.

Россельхозцентрăн регионти сотрудникĕсем палăртнă тăрăх, паянхи куна калчасен 94 проценчĕ ытла нормăпа килĕшсе тăрать. Йĕпреç, Канаш, Куславкка тата ытти муниципалитет округĕсенчен хăшĕ-пĕрисенче кĕр калчисем самаях çирĕп, лайăх хĕл каçаççĕ. Çав хушăрах Улатăр, Вăрнар тата Çĕмĕрле округĕсен уйĕсенче вĕсем черченкĕрех.

«Регионти пĕтĕмĕшле кăтарту кăçал тĕштырă тухăçĕ аван пуласса шанма май парать. Çапла пултăрччĕ ĕнтĕ!» – тесе çырнă Олег Николаев.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники