Мĕнле чирпе чирленине кура

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 07.02.2025, 15:01 Просмотров: 228

Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтĕр çăмăллăхпа усă куракан 1600 ытла çынна санаторипе курортра сипленме путевкăсемпе тивĕçтернĕ тата вĕсен çул укçине саплаштарнă. Çавăн пекех сиплев çуртне илсе çитернĕ тăванĕсене те çул укçи пĕр пус та тÿлеттермен. Çак путевкăсене социаллă пулăшупа е унăн пайĕпе усă курма пăрахман çăмăллăхлă категорири граждансене панă.

«Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ иртнĕ çул хамăр çĕршыври 9 санаторипе тата курортпа 26 патшалăх контракчĕ çырса хатĕрленĕччĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн регионта пурăнакансем Ставрополь, Краснодар тăрăхĕсенчи, Мускав облаçĕнчи, Чăваш Республикинчи тата Кабардин-Балкар Республикинчи сиплев учрежденийĕсенче хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ», – тесе пĕлтерет Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев.

Патшалăх паракан çак пулăшупа инвалидсем (çав шутра ачасем те), Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисем, çарти хирĕçтăрура пулнă ветерансем, «Блокадăри Ленинградра пурăннă» паллăпа наградăланисем, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă (вилнĕ) инвалидсен, вăрçа хутшăннисен, çарти хирĕçтăрура вилнисен çемйисенче пурăнакансем тата граждансен ытти категорийĕсем усă курма пултараççĕ.

Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ граждансене мĕнпур путевкăна мĕнле чирпе чирленине кура тата медицина кăтартăвĕсем тăрăх çеç парать. Çăмăллăхпа усă куракансем санаторире 18 кун хушши сипленме пултараççĕ, инвалид ачасем тата вĕсемпе çÿрекен çынсем – 21 кун, çурăм шăмми е пуç мими чирĕсемпе асапланакансем – 24 кунран пуçласа 42 кун таранччен.

Путевка илес текенсен поликлиникăра сиплекен врачран медицина кăтартăвĕсем тăрăх 070/у формăпа справка илмелле, унтан Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмне заявлени çырса памалла. Путевкăсене заявлени çырнă куна шута илсе тăратнă пĕрлехи электронлă черете кура параççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники