Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи уйрăмĕ 2025 çултанпа ятарлă çар операцийĕнче (СВО) пулнă, унтан демобилизаци йĕркипе таврăннă ветерансене Соцфондăн санаторийĕсемпе курорчĕ- сенче сипленме тата реабилитаци центрĕсенче канма ярать.
Сиплев вăхăтĕнче СВОра пулнă çар служащийĕ çумне ятарласа çын çирĕплетеççĕ, вăл ăна санатори е курорт вырнаçнă çĕре илсе çитерет тата каялла илсе килет. Реабилитаци мĕн чухлĕ вăхăта пырассине медицина кăтартăвĕ- сене тĕпе хурса палăртаççĕ. Санаторипе курортра çулталăкра пĕрре канма пулать.
Реабилитаци центрĕсенче сипленес кăмăл пуррисем Социаллă фондăн регионти уйрăмĕн клиентсен службине, нумай функциллĕ центра пырса заявлени çырма е ун пирки медицина организацийĕ урлă канашласа пăхма пултараççĕ. Реабилитаци центрне янă чухне ветеранăн сывлăхĕ мĕнле пулнине шута илеççĕ. Енчен те вăл маларах сывлăхне тĕрĕслеттернĕ, инвалид мар пулсан, реабилитаци центрĕ-нче диагностика тăваççĕ, сиплеме пуçлаççĕ. Ятарлă çар операцийĕ-нче пулнă, Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ е пĕрремĕш группăллă инвалид тесе йышăннă çар служащийĕсен Социаллă фондăн реабилитаци центрĕнче черетсĕр сипленмелли право пур.
СВО ветеранĕсем реабилитаци витĕр тухмалли тата санаторипе курортра сипленмелли ирĕкпе ытларах усă курма пултарччăр тесе, реабилитаци центрне çитессипе тата каялла таврăнассипе çыхăннă тăкака саплаштарма пăхнă.Çул çинче пулнă тăкаксене тавăрса паччăр тесен, ветеранăн заявлени çырмалла, вĕсене çирĕ- плетекен документсене тăратмалла. Транспортăн хуть те хăш тĕсĕпе усă курсан та юрать: поездпа, самолетпа, шыв çийĕн çÿрекен пăрахутпа, автобуспа е харпăр хăйĕн автомобилĕпе.Çулçÿрев доку- менчĕ семпе тата заявленипе реабилитаци центрĕнчен таврăннă хыççăн Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи уйрăмне пымалла. Тĕплĕнрех 8-800-100-00-01 тÿлевсĕр номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Д. МИХОПАРОВА,
Социаллă фондăн Чăваш Республики тăрăхĕнчи пресс-службин ертÿçи.
Февраль 2025 |