Чăваш кĕнеке издательствинче «Аслă Çĕнтерÿ мăнаçлăхĕ» кăларăм кун çути курчĕ. Унта калавсем, поэмăсем тата баллада кĕнĕ. Кăларăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тематикине уçса парать – миллионшар çын фронтра тата тылра туптанă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă ăна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ пирĕн чунра паян кунччен янăрать. Чăваш Енрен фронта 208 пин çын тухса кайнă, вĕсенчен 106 пинĕ каялла таврăнайман.
Кĕнекен хăйне евĕрлĕхĕ – кăларăма вăрçа хутшăнман тĕрлĕ ÿсĕмри авторсен (Василий Кервен, Владислав Николаев, Сергей Павлов, Светлана Петрушкина, Ольга Рубцова, Анатолий Хмыт, Айсан Термен, Денис Гордеев, Александр Ильин, Галина Матвеева, Юрий Сементер) хайлавĕсене кĕртни. Вĕсем, Афган вăрçин ветеранĕ Анатолий Хмытсăр пуçне, çапăçусенче пулса курман. Çак меслет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ыратăвĕ-хуйхи ăрусен ылмашăвĕнче тата пурнăç улшăнăвĕнче мĕнлерех аталанса пынине литература хайлавĕсем витĕр уçăмлăн палăртать. Произведенисем калăпăшĕпе пысăк мар, çавăнпа вăрçă тематикине уйрăммăн çутатма меллĕ, ку сюжетри ĕç-пуçа хăйне евĕрлĕх кÿрет.
Хайлавсене çăмăл чĕлхепе калăпланă – авторсем çар искусствипе çыхăннă произведени çырас тĕллев лартман. Хуть те хăш çулти вулаканшăн та, автор мĕнле ÿсĕмри çын пулнине пăхмасăр, сюжет ăнланмалла, сăнарсен шухăш-кăмăлĕ чуна çывăх. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тематикине пуçа хывасси чăваш тĕнчи ытарĕнче пулса пырать.
2025 çул – Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ. Ку сборника чаплă уява халалласа пичетленĕ.
Февраль 2025 |